Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Константин Евруков.
 Слушать песни исполнителя и скачать онлайн

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Константин Евруков

  • I куплет Хěр чух хěрěх текелесе, Хěрсěм каяччěç прахса Яш чух аллă пулман пулсан Юлаттăмăр хурланса. Припев: Ах тесе юр пуçласа Кайнă, хěре ал сулас Иртсе пыранăн çав хěре Юрла юрла çавăрас Ах тесе ма калас, Ма чунăма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас II куплет Хури кайсан сарри килет Вăл кайсан тепри килет. Пěри мана улталасан Хам теприне шăхăртап III куплет Хěр чух хěрěх пулнă пулě Яшěсем те юлман пулě Хěрě улталанă шутта Хěрě мăшăр пулас çук.
  • Юратапăп эп пĕр хитре хĕрĕ çĕр çинче, Хăй илемĕпе тыткăнлать манăн чĕрене. Çак хитре хĕре, çак хитре хĕре юратса Эп парнелеп тĕм пĕтĕм тĕнчене пĕр ăна Я люблю единственную девушку, Она пленит сердце своей красотой. Для этой красавицы я сделаю всё на свете. (букв. любя эту девушку, я подарю ей весь белый свет). Çута çăлтăр пек йăлкашать унăн йăл кулли. Ун пек чипер хĕр тĕнчере тата кам пур-ши? Пĕр çак хĕр кăна, пĕр çак хĕр кăна чĕрере Анчах юнашар тĕлĕкре кăна çак пике. Её улыбка светится, подобно блеску звезд. Есть ли на свете еще одна такая красавица? В моем сердце лишь эта девушка. Но пиге (красавица, госпожа) рядом лишь во сне. Хăçан та пулсан мана пĕтĕмпех ăнланать, Ман пата пырать, шăппăн çĕç вăл пăшăлтатать: «Пĕр сана кăна, пĕр сана кăна юратап», Чуп туса мана «Эп яланлăхах сан пулап». Когда-нибудь она меня поймет. Подойдет ко мне, и тихо прошепчет: «Я люблю тебя», поцелует и скажет «Я буду твоей навсегда».
  • Ташши, ташши Сала кайăк ташши Сала кайăк ташши мар Пирĕн Шелтем ташши Опа-хопа, Опа каламаллă Никама та ним те туман Çавăнпа савăнмăллă Ах, тесе ма калас Ман чуна ма çунтарас Хам савнине ютта парса Ютта ма савăнтарас Велосипед, велосипед Такăр çула юратать Велосипед çинчи каччи Ав çак хĕре юратать Урампа пырать машина Вăл - огнеопасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе Çÿреме опасно Сирĕн ялăн каччисем Самолётпа вĕçеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен Парашютсăр сикеççĕ
  • Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт, Сан куçу пекех таса Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Вăййа тухрăм, эп курмарăм Хам юратнă савнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Ăна ăшшăн ыталанă Пуçне хунă ун çине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сад пахчине кĕрсе лартăм Иккĕн ларнă сак çине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш Ун пеки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Атте эпĕ çуралсассăн Хĕр çуралтăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Анне мана çуратсассăн Ма вăрмана кайман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши?
  • Эп пĕлменччĕ хĕрсене Кăн-кăвак куçлисене. Пĕрре пăхса куç хĕссе Пуçа çавраканнисе. Каçхине те ирхине Эп вĕçетĕп пĕлĕтре. Мĕн пулчĕ-ши ман пуçа Кăвак куçсене курсан? Хушса юрламалли: Куçусем, куçусем Пăхаççĕ ман çине вĕсем, еие Йăл куллу, сан йăл куллу Çиçет-çке сăн-питре ялан, оуо Тутлă мăйăр чăшшине Катса çийессĕм килеть. Манăн савни кăвак куçлă Тытса юратас килеть. Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере Кайăк юрлать юррине. Чун савнине курсассăн Юрлас килет юррине. Хушса юрламалли
  • Вӑрман хӗрринче Чӑваш ялӗнче Эп ҫуралнӑ Шелкӗм ялӗнче Вунсакӑрта чух Юратрӑм хӗре Астумастӑп хӑш вӑхӑтрине Мункун иртнӗчӗ Ҫимӗк ҫитетчӗ Эп купӑспа вӑйа тухаттӑм Сара ҫӳҫлӗскер Кӑвак куҫлӑскер Астӑвап ха епле ташлаччӗ Лӑпкӑ сил вӗрет Вӑрман хӗрринче Эп сар хӗрпе ҫӳренӗ чухне Ҫӗмӗрт ҫурнӑ чух Ҫеҫке шурӑ чух Сӑмах пачӗ "Эп санӑн" тесе Ҫитрӗ ак хӗлле Ӳкрӗ шурӑ юр Ҫитрӗ манӑн ҫунмалли вӑхӑт Манӑн сар хӗре Ашшӗ килӗнчен Парас терӗҫ пуян ывӑлне Авалхи йӑла Тӗттӗм пурнаҫпа Ҫураҫтарчӗҫ ирӗксӗр хӗре Ҫер аллӑ тенкӗ Ылтӑн укҫалла Ҫиелтен веҫ витрӗ эрехле Вунсакӑрта чух Юратрӑм хӗре Астумастӑп хӑш вӑхӑтрине
  • Сар хер меншэн йеретень, меншень кущщуль токатон Меншень паян кунепех, пущна усса ларатон Меншень паян кунепех, пущна усса ларатон Меншень манон йерес мар, меншень кущщуль токас мар Мана савни тиркере, тиркере те порахре Мана савни тиркере, тиркере те порахре Сар хер йеме кирле мар, кущщуль токма кирле мар Савакансем пит сахал та, тиркекенсем пит нумай Савакансем пит сахал та, тиркекенсем пит нумай Тиркеччерех-тиркеччер, щако ялон каччисем Эп щак ялта юлас щук, щак ял кине пулас щук Эп щак ялта юлас щук, щак ял кине пулас щук Шур перчетке пури сан, щыхса парами сана Улталаса щуренишень, щупса ярами сана Улталаса щуренишень, щупса ярами сана Шур перчетке пурччеха, щыхса пама кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар
  • Телекри пек туйрам эп паян хама Урахипе куртам сана вайара Кущусем щищетчещ санан ун чухне Тутусем йал кулчащ пахса ун щине Хушса юрламалли: Ах мен ма ши сара кайак Сара кайак турат щине лараймасть Ах мен ма ши ах мен ма ши Туращам кала мана.