Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Вунсакарта чух»
исполнителя Константин Евруков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Вӑрман хӗрринче
Чӑваш ялӗнче
Эп ҫуралнӑ Шелкӗм ялӗнче
Вунсакӑрта чух
Юратрӑм хӗре
Астумастӑп хӑш вӑхӑтрине

Мункун иртнӗчӗ
Ҫимӗк ҫитетчӗ
Эп купӑспа вӑйа тухаттӑм
Сара ҫӳҫлӗскер
Кӑвак куҫлӑскер
Астӑвап ха епле ташлаччӗ

Лӑпкӑ сил вӗрет
Вӑрман хӗрринче
Эп сар хӗрпе ҫӳренӗ чухне
Ҫӗмӗрт ҫурнӑ чух
Ҫеҫке шурӑ чух
Сӑмах пачӗ "Эп санӑн" тесе

Ҫитрӗ ак хӗлле
Ӳкрӗ шурӑ юр
Ҫитрӗ манӑн ҫунмалли вӑхӑт
Манӑн сар хӗре
Ашшӗ килӗнчен
Парас терӗҫ пуян ывӑлне

Авалхи йӑла
Тӗттӗм пурнаҫпа
Ҫураҫтарчӗҫ ирӗксӗр хӗре
Ҫер аллӑ тенкӗ
Ылтӑн укҫалла
Ҫиелтен веҫ витрӗ эрехле

Вунсакӑрта чух
Юратрӑм хӗре
Астумастӑп хӑш вӑхӑтрине

Другие песни исполнителя:

  • Юратапăп эп пĕр хитре хĕрĕ çĕр çинче, Хăй илемĕпе тыткăнлать манăн чĕрене. Çак хитре хĕре, çак хитре хĕре юратса Эп парнелеп тĕм пĕтĕм тĕнчене пĕр ăна Я люблю единственную девушку, Она пленит сердце своей красотой. Для этой красавицы я сделаю всё на свете. (букв. любя эту девушку, я подарю ей весь белый свет). Çута çăлтăр пек йăлкашать унăн йăл кулли. Ун пек чипер хĕр тĕнчере тата кам пур-ши? Пĕр çак хĕр кăна, пĕр çак хĕр кăна чĕрере Анчах юнашар тĕлĕкре кăна çак пике. Её улыбка светится, подобно блеску звезд. Есть ли на свете еще одна такая красавица? В моем сердце лишь эта девушка. Но пиге (красавица, госпожа) рядом лишь во сне. Хăçан та пулсан мана пĕтĕмпех ăнланать, Ман пата пырать, шăппăн çĕç вăл пăшăлтатать: «Пĕр сана кăна, пĕр сана кăна юратап», Чуп туса мана «Эп яланлăхах сан пулап». Когда-нибудь она меня поймет. Подойдет ко мне, и тихо прошепчет: «Я люблю тебя», поцелует и скажет «Я буду твоей навсегда».
  • Эп пĕлменччĕ хĕрсене Кăн-кăвак куçлисене. Пĕрре пăхса куç хĕссе Пуçа çавраканнисе. Каçхине те ирхине Эп вĕçетĕп пĕлĕтре. Мĕн пулчĕ-ши ман пуçа Кăвак куçсене курсан? Хушса юрламалли: Куçусем, куçусем Пăхаççĕ ман çине вĕсем, еие Йăл куллу, сан йăл куллу Çиçет-çке сăн-питре ялан, оуо Тутлă мăйăр чăшшине Катса çийессĕм килеть. Манăн савни кăвак куçлă Тытса юратас килеть. Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере Кайăк юрлать юррине. Чун савнине курсассăн Юрлас килет юррине. Хушса юрламалли