Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские народные песни

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Народные

Чувашские народные песни
  • 1). Вăхăт иртнине туймарăм — Сар хĕвел анать. Ăсатса ярсам, тăванăм, Ман каяс пулать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) -------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. -------------------------------------------— -------------------------------------------— 2). Санпала пĕрле пулнишĕн Чунăм савăнать. Уйрăлма вăхăт çитнишĕн Куçăм шывланать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам. Ырă çул сунса ăсатса ярсам. --------------------------------------------— --------------------------------------------— 3). Ырлăхпа телей сунатăп Тăванăм сана. Уйрăлас пулать - каятăп, Ăсатсам мана. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. --------------------------------------------— --------------------------------------— --------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. ------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам, Ырă çул сунса ăсатса ярсам. ------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. ------------------------------------------— Вăхăтна тупса хăнана пырсам.
  • 1.Акӑнах паян ир пулчӗ çывӑрмарӑм çӗрӗпе Савнӑçпа череçӗм тулчӗ Каяс çулӑм кӗтнипе Васкасах мӑшӑр çунатӑм Туртӑнать-çке малалла Кӗтсе ил мана, тӑванӑм Кӗтсе ил те ытала (2 хут) 2.Чун юратнӑ хаклӑ çыннӑм Яланах-çке асӑмра Сар хӗвелӗм, çутӑ кунӑм Мӗншӗн эсӗ аякра? Васкасах мӑшӑр çунатӑм Туртӑнать-çке малалла Кӗтсе ил мана, тӑванӑм Кӗтсе ил те ытала (2 хут) Проигрыш 3.Уйӑхпа хӗвел тӗл пулчӗç Сывлӑм ÿкрӗ çӗр çине Шанчӑкпа чӗреçӗм тулчӗ Ӗненсӗ эс кӗтнипе Васкасах мӑшӑр çунатӑм Туртӑнать-çке малалла Кӗтсе ил мана, тӑванӑм Кӗтсе ил те ытала (2 хут) Васкасах мӑшӑр çунатӑм Туртӑнать-çке малалла Кӗтсе ил мана, тӑванӑм Кӗтсе ил те ытала (3 хут)
  • I куплет Хěр чух хěрěх текелесе, Хěрсěм каяччěç прахса Яш чух аллă пулман пулсан Юлаттăмăр хурланса. Припев: Ах тесе юр пуçласа Кайнă, хěре ал сулас Иртсе пыранăн çав хěре Юрла юрла çавăрас Ах тесе ма калас, Ма чунăма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас II куплет Хури кайсан сарри килет Вăл кайсан тепри килет. Пěри мана улталасан Хам теприне шăхăртап III куплет Хěр чух хěрěх пулнă пулě Яшěсем те юлман пулě Хěрě улталанă шутта Хěрě мăшăр пулас çук.
  • Ҫуралнӑ кун чи пысӑк уяв кашниех кӗтет, савӑнсах кӗтет Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем Кӗреке хушшинче саламлаҫ юлташсем, саламлаҫ тӑвансем Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Хӑнасенчен хаклӑ парнесем ӑш сӑмахсем те хитре чечексем Кӗреке кӗрлет. Эх! Чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать Кӗреке кӗрлет, чун савӑнать, тепӗр ҫул хушӑнать Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Сан тавра пӗрле тӑрса, юратнине палӑртса Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем Юрӑ юрласа алӑ ҫупса ташлаҫҫӗ хӑнасем Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире Кам ҫуралнӑ ҫуркунне, кам ҫуралнӑ ҫулла Кӗркуннепе хӗлле саламлатӑп сире
  • 1. Щумар щавать,щумар щавать, Щумар щавать ман щине. Эп йепентем,эп йепентем, Эп йепентем щумарпа 2хПрипев: Меншен-ха савни Пахмастан ман щине Эпе йепентем, Йепентем щумарпа 2. Щумар щавать,щумар щавать, Щумар щавать ман щине. Эп кететеп, Эп кететеп, Эп кететеп, савнине 2хПрипев 3. Щумар щуса, щумар щуса, Щумар щуса кайре те. Утре савни, утре савни, Утре савни килелле 2хПрипев 4. Чупту энте, чупту энте, Чупту энте эс мана Меншен тесен, меншен тесен Юрататап эп сана. 2хПрипев
  • Юман ларать кашласа, Юри хыттăн шавласа. Сасси атте сасси пек, Ăс парса вĕрентнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Çăка ларать кашласа, Çавра сăмах каласа. Сасси анне сасси пек, Манăн хута кĕнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Телей тени ахаль мар, Кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, Атте-анне пилĕпе. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар.