Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Алексей Московский.
 Слушать песни исполнителя и скачать онлайн

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Алексей Московский

  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
  • Тус юлташпа пухăнсан савнă тăвана курсан Чун тÿрех ярать ташша мĕн кирлĕ-ха чăваша Пултăр мăшăр юнашар,ÿсччĕр ачасем патвар Телей килтĕрех киле укçа миххипе пĕрле Тус-тăван нумай пулсан чăннипе те эс пуян Тăванпа чух ĕç вĕрет ури хăй ташша чĕнет Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тус-тăванпала пĕрле сар хĕвел шаккать киле Тăван кăмăлĕ хитре çу пек ирĕлет чĕре Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тĕнче ташлать чу-ча-ча кÿт сикет чĕтрет мача Сальса танго астарать румба та аташтарать ...... ташлаçĕ пĕрисем ...... çавраççĕ теприсем Пирĕншĕн вара çавах чăваш ташши лайăхрах Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма
  • Ялсенче мана çук хирĕç тăракан. Эп камне тăнлать халь пĕтĕм шăпăрлан. Маншăн хатĕр пикесем шыва чăмма. Эсĕ çеç тиркетĕн шухă чунăма. Хисеплеç мана хăюллă пулнăран. Именмешкĕн эп пачах та хăнăхман. Сăпса евĕр çыпăçатăп сан çумна. Çавăншăн тивет-çке çупкă туянма. Хушса юрламалли: Чи хитре хĕрсем пĕлмеççĕ уйрăлма манран. Ăсатса хăшне ярам-ши кĕçĕр улахран? Эс паян ĕнерхинчен те илĕртÿллĕрех. Çул памасăр кÿрентерĕп эп сана каллех. Эс – кĕске кĕпеллĕ капăр пукане. Сан лекес килет асамлăх тĕнчине. Эс, ас ту, кĕтсе илеймĕн ĕмĕрне Шурă урхамахлă чаплă савнине. Эс мана, сатур качча, кăшт хĕрхенсем. Кăлт! тапать санпа чухне вĕри чĕрем. Чиперуксене эп маннă тахçанах, Ма тесен шăпа çырни пĕрре анчах.
  • Кирлӗ марчӗ пире паллашма Алексей Московский и Екатерина Воробьева 1. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Ӳсес ҫук пахчара шурӑ роза Ӳсес ҫук сарӑлса ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен 3. Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Тӗнчере юрату пуррине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ан ӳстер пахчара армутине Хупласа чечексем илемне Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине 3. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма
  • 1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен. Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен. Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав. Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав! Хушса юрламалли: Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан! Çак юрра итле те ташлама эс ан ман. Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан? Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн! 2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма. Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн. Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн! Хушса юрламалли: 3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен. Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен. Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем. Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!
  • Эс чĕтрeтĕн-и, эс йĕрeтĕн-и? Мa сaлxуллă сaн йăл куллу? Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Шăнкрaв курăкĕ — уйрăлу. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Шăнкрaв курăкĕ — уйрăлу. Утaс çук урăx, чупaс çук урăx Сывлăм сырăннă сукмaкпa. Ирxи тĕлĕкĕм, çурxи ĕмĕтĕм, Урăx тĕл пулaс çук сaнпa. Ирxи тĕлĕкĕм, çурxи ĕмĕтĕм, Урăx тĕл пулaс çук сaнпa. Куккук aвăтĕ, чăрăш aвăнĕ, Илĕртсe мaнми чăтлăxa Ӳкĕнeссĕм çук, ӳкĕтлeссĕм çук Ĕнeрxи xaвaс яшлăxa. Ӳкĕнeссĕм çук, ӳкĕтлeссĕм çук Ĕнeрxи xaвaс яшлăxa. Куççӳльнa пытaр, кăмăлнa xытaр Кирлĕ мaр йĕмe, кирлĕ мaр. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр. Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр.
  • Машара щещ пикерен Суйласа черенисен Чапла туй келеткисен Эпе щавартам щемье Пер юрра шарантарса Кун кащатпар арампа Алла аллан тытанса Уталатпар пер щулпа Припев: Пурнащ савах мар печчен Пурусем Авланиччен Арам юнашар пулсан Урайне витмест тусан Хулленех чашка чашка Вучахра пищет яшка Уявсем щитсен вара Шартанпа хуплу умра Щерщинче ман пур хуса Хамсанат мана пуйтах Ху патра лара лара Эпе ывантам вара Хамат Таханма мана Щук никамта хистемен Тавта вара шапана Эп телейле пуринчен Припев Чун юратна арама Ман пелесче упрама Камале ун сар щул пек Сане хухем кель чечек Щак хертен ахаль ытман Эп хама тухма качча Парне унран Туп тулли ача пача Припев Ик атте ман ик анне Хисеплетеп кашнине Кирле усене кас кас Пулашма весем хавас Чаннипех те эп пуян Ютарми тус таванран Пер сетел тавра ялан Пуханасче май пулсан
  • Пĕррĕмĕш çаврăм. Юрлăр кăна юрлăр, ай тăвансем Шăнкăрав пек сассăра янратса. Ас илер-ха, тăван, ай, ларар-ха, Ырă лайăх кунсене мухтаса/икĕ хут Хушса юрламалли:икĕ хут Çăка патак, шурă патак Авăнмасăр мĕн тутăр. Т(ă)ванĕ патне т(ă)ванĕ килсен Савăнмасăр мĕн тутăр Иккĕмĕш çаврăм. Çыранĕсем çырă, шывĕ таса Мĕншĕн çырма тесе те калас мар? Тăванĕсем лайăх, кăмăл ырă Мĕншĕн тăван тесе те калас мар?/икĕ хут Хушса юрламалли: икĕ хут Виççĕмĕш çаврăм. Авăтать-çке куккук, юрлать шăпчăк Хурăнлăхпа хăвалăх хушшинче. Ĕçĕр-çийĕр тăван, выльăр-кулăр. Тăван ĕçки-çики те пĕтиччен/икĕ хут Хушса юрламалли: тăватă хут
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.