Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Эс ăçта»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Пĕрремĕш çаврăм:
Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ.
Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи?
Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп
Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене.

Хушса юрламалли:
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?

Иккĕмĕш çаврăм:
Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп
Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем.
Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне
Вара чечек илтĕм сан валли парне.

Хушса юрламалли:
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?

Виççĕмĕш çаврăм:
Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ
Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?)
Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç
Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек

Хушса юрламалли: виçĕ хут.
Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн?
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан?
Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн.
Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?

Другие песни исполнителя:

  • 1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен. Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен. Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав. Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав! Хушса юрламалли: Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан! Çак юрра итле те ташлама эс ан ман. Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан? Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн! 2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма. Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн. Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн! Хушса юрламалли: 3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен. Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен. Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем. Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.