Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские песни

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Мана мар, мана мар, мана мар. Эс кӗтетӗн чунтан чӗререн Эпӗ мар, Эпӗ мар, Эпӗ мар Калаҫатӑп санпа каҫсерен Урӑххи, урӑххи сан ҫумра Ҫунтарать вӑл, сӳнмен ҫулӑмпа Эпӗ мар, Эпӗ мар, Эпӗ мар Тӗл пулатӑп санпа каҫсерен Эп ҫӳреп, эп ҫӳреп тунсӑхпа Сан ҫинчен асилсе ҫеҫ кӑна Пӗр ӑна Пӗр ӑна Пӗр ӑна Ман курас-чӗ ӑшӑ туйӑмпа
  • Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре. Сан илемӳпе киленет чӗре. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере. Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре. Куҫ пекех упрар ҫутӑ туйӑма. Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана?18 Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
  • Тус юлташпа пухăнсан савнă тăвана курсан Чун тÿрех ярать ташша мĕн кирлĕ-ха чăваша Пултăр мăшăр юнашар,ÿсччĕр ачасем патвар Телей килтĕрех киле укçа миххипе пĕрле Тус-тăван нумай пулсан чăннипе те эс пуян Тăванпа чух ĕç вĕрет ури хăй ташша чĕнет Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тус-тăванпала пĕрле сар хĕвел шаккать киле Тăван кăмăлĕ хитре çу пек ирĕлет чĕре Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тĕнче ташлать чу-ча-ча кÿт сикет чĕтрет мача Сальса танго астарать румба та аташтарать ...... ташлаçĕ пĕрисем ...... çавраççĕ теприсем Пирĕншĕн вара çавах чăваш ташши лайăхрах Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма
  • Пурăнать юрату. 1. Ах, савни, савни, Тунсăхлатӑн-и? Санпа ман ҫинчен, Ас илетӗн-и? Иртрӗҫ пулсан та, Ӗнтӗ ҫулӗсем. Анчах, ас илсен, Шывланаҫ куҫсем. . Припев: Каҫсерен, ирхи шуҫӑм киличчен, Ман пата килен ас илӳсенче. Иксӗмӗр каллех ним пулман пекех, Юрату пирӗн пурӑнать пекех. 2. Пӗрле пулас ҫук Каялла ҫул ҫук. Анчах чун ҫакна Ененмесче ҫук. Лапкӑн пурӑнма Пар чунӑм мана. Ҫитӗ ыратса Ҫитӗ юратса. 3. Эп те халь пēччен, Эп те тāр пēччен. Каçсенче салхул, Чунра ырату. Тен ытла сана, Эп юратрāм-ши? Мēн-ши мēн туса, Курентертēм- ши?
  • Эх, чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Сакӑ айӗ хуҫӑлчӗ Пуҫламан пичке курӑнчӗ Ҫав пичкене ӗҫмесӗр те Эпир кунтан каймастӑпӑр П(о)улӑ мар, шапа мар Шывра ишейма(е)стӑ(ӗ)п Ватӑ мар, ҫамрӑк мар Чӑтса лараймастӑп Сарри саккӑр ташлар-и Хо(у)ри тӑххӑр ташлар-и Эп ни сарӑ, ни хо(у)ра Пӗрре ташлас карӑм-ха Акӑш тытассӑм килӗт Тӗкне ҫӑвассӑм килет Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал Тухса тарассӑм килет Тапӑр-тапӑр тутарать Ачи маттур, пултарать Ялти пирвай хӗрсемпе те Ҫӳреме пултарать Пӗрре терӗм Иккӗ терӗм Ташламашкӑн анчах мар Такмаксем калас терӗм Ах,- терӗҫ пуль Мӗн,- терӗҫ пуль Ку хӗр арӑм сӑн питрен те Тухса кайнӑ терӗҫ пуль Хэй,хэй,хэй, ээээй, яра пар! Чӑт, чӑт, тӑван Чӑт тӑван Эпир тухса каиччен Юр юрласа савниччен те Тӑранмалӑх ташличчен Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Унталла пӑхсан та ҫук, Кунталла пухсан та ҫук Вун ҫич ҫулхи ҫамрӑк ӗмӗр Выртса макӑрсан та ҫук Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Эх чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та
  • Вăййа тухрăм каçине çыхрăм пурçăн тутрине çÿлле хитре пушмакпа чун савнине астарма ахах тере пуçăма мерчен тере шарçама килчĕ вăрласа çĕрле килĕшмерĕм амăшне эс пуласçăм хуняма ан ятлаха ывăлна сан ывăлăпа çÿрерĕм вăхăт иртерме кăна кăмăлă усалнишен сан ывăлна тухас çук пĕр каç тăнă качишен пуçăма çухатас çук Тухрăм вăййа каçине хитре кĕпе тăхăнса кÿршĕ ялăн качине чĕнтĕм пĕрле ташлама илсе пар мана савни лакированный туфли чиперри те чи хитре пысăк çÿллĕ кĕлелли паллашас тăк паллашас хитре сумлă каччипе чуптăвас тăк чуптăвас пуян патша ывăлне пултăр вăйлă вăкăр пек укçи çутăр çумăр пек çулçă тăтăр ялкăшса хуньăм выртăр савăнса уух! Каçхи уйăх çутăлсан тÿпене çăлтăр тухсан шăратаççĕ юррине хĕрсем вăйă картинче каччă мана кăмăлать ăсатма чух пăхăнать антăхмалла чуптăвать качча тухма васкатать асфальт тăрăх утап туфли кĕлли чалăшать ман савнине ан сиетер мана çеç вăл юратать пĕлместĕп кукăль тума ан ятла эс хуняма ывăлна тата мана пилле пĕрле пурăнма пурăнас тăк пурăнас хитре туллăх пурнăçпа чуптăвас тăк чуптăвас хамăн савнă мăшăра вăл ман вăйлă вăкăр пек укçи çăвать çумăр пек чĕнтĕрленнĕ шур пыльца тăрать пирĕн ялкăшса
  • Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ. Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ. Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.
  • 1.Савнă хĕр ача мĕншĕн халь калан эс ҫук Эс чĕкеҫĕм ман эп санран ыйтатăп тепĕр хут Халь картлатăп-ҫке ан васка, чарăнса тăрса кĕт мана Йăл кулса пăхсам ман ҫине, ах мĕнле утаҫҫĕ пĕрле Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать 2.Савнă хĕр ача каласам хальччен сан урăххи Мĕншĕн ҫаврăнса ман ҫине пăхмашкăн йывăр-и? Тархаслатăп-ҫке ан васка, чарăнса тăрса кĕт мана Йăл кулса пăхсам ман ҫине, ах мĕнле утаҫҫĕ пĕрле Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать 3. Савнă хĕр ача эп сан хыҫҫăн пур-пĕр чупас ҫук Эс кала мана, мĕншĕн санăн кăмăл пĕрте ҫук Эвеклетĕн вет эс мана, ахалех шыран япăха Ҫитрĕҫ йăлăхса каҫĕсем, туй пирки шутлаҫҫĕ вĕсем Хушса юрламалли: Савнă хĕр ача юратмастăн-и мана Ҫакă пурнăҫран мĕн пит кĕтетĕн Эй тупаймăн эс харсăрах юратăва Ҫавăнпа ыйтатăп чарăн чĕрешĕн Эс чĕкеҫĕм ман кăнтăрла та каҫхине Сан пирки кăна ялан шутлатăп Эсĕ пуҫăмра, туйăмра та чĕрере Сан пирки кăна эп пурăнатăп Ах суять, ах суять урăххи патне каять Ах туять, ах туять сан чĕре пит куллянать
  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?
  • Кащ ене сулонче куне петре хопарать Ял кулане сече перле чаша пакарать Щул кущенчен хевен те пек сар хер хопарать Васкамасор киле ене юрласа утать : Пулна вахатсем, элек чух савок кунсем Пелне юратма щамрак чух асаннесем Танлаштарма щук вохота таворма щук Иртне эмерте шел вилчещ, эпир курас щук Хавар челпи хура лаши эрехсе чупать Пелекен щулпа пер щумри щол яла васкать Сар херне качо хыто щил пек шохарать Сар хере хой кильне щинчен пелтерсе пырать : Пулна вахатсем, элек чух савок кунсем Пелне юратма щамрак чух асаннесем Танлаштарма щук вохота таворма щук Иртне эмерте шел вилчещ, эпир курас щук Ах менле хумхантаратьщке хыт пулно самант Тетри те сирелсе кайре, кащ уярланать Хере качине ачашон кущенчен похать Пер сомах кирле пур мари, хер кача савать : Пулна вахатсем, элек чух савок кунсем Пелне юратма щамрак чух асаннесем Танлаштарма щук вохота таворма щук Иртне эмерте шел вилчещ, эпир курас щук : Пулна вахатсем, элек чух савок кунсем Пелне юратма щамрак чух асаннесем Танлаштарма щук вохота таворма щук Иртне эмерте шел вилчещ, эпир курас щук
  • Машара щещ пикерен Суйласа черенисен Чапла туй келеткисен Эпе щавартам щемье Пер юрра шарантарса Кун кащатпар арампа Алла аллан тытанса Уталатпар пер щулпа Припев: Пурнащ савах мар печчен Пурусем Авланиччен Арам юнашар пулсан Урайне витмест тусан Хулленех чашка чашка Вучахра пищет яшка Уявсем щитсен вара Шартанпа хуплу умра Щерщинче ман пур хуса Хамсанат мана пуйтах Ху патра лара лара Эпе ывантам вара Хамат Таханма мана Щук никамта хистемен Тавта вара шапана Эп телейле пуринчен Припев Чун юратна арама Ман пелесче упрама Камале ун сар щул пек Сане хухем кель чечек Щак хертен ахаль ытман Эп хама тухма качча Парне унран Туп тулли ача пача Припев Ик атте ман ик анне Хисеплетеп кашнине Кирле усене кас кас Пулашма весем хавас Чаннипех те эп пуян Ютарми тус таванран Пер сетел тавра ялан Пуханасче май пулсан
  • Ташши, ташши Сала кайăк ташши Сала кайăк ташши мар Пирĕн Шелтем ташши Опа-хопа, Опа каламаллă Никама та ним те туман Çавăнпа савăнмăллă Ах, тесе ма калас Ман чуна ма çунтарас Хам савнине ютта парса Ютта ма савăнтарас Велосипед, велосипед Такăр çула юратать Велосипед çинчи каччи Ав çак хĕре юратать Урампа пырать машина Вăл - огнеопасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе Çÿреме опасно Сирĕн ялăн каччисем Самолётпа вĕçеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен Парашютсăр сикеççĕ
  • 1). Вăхăт иртнине туймарăм — Сар хĕвел анать. Ăсатса ярсам, тăванăм, Ман каяс пулать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) -------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. -------------------------------------------— -------------------------------------------— 2). Санпала пĕрле пулнишĕн Чунăм савăнать. Уйрăлма вăхăт çитнишĕн Куçăм шывланать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам. Ырă çул сунса ăсатса ярсам. --------------------------------------------— --------------------------------------------— 3). Ырлăхпа телей сунатăп Тăванăм сана. Уйрăлас пулать - каятăп, Ăсатсам мана. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. --------------------------------------------— --------------------------------------— --------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. ------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам, Ырă çул сунса ăсатса ярсам. ------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. ------------------------------------------— Вăхăтна тупса хăнана пырсам.
  • Юман ларать кашласа, Юри хыттăн шавласа. Сасси атте сасси пек, Ăс парса вĕрентнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Çăка ларать кашласа, Çавра сăмах каласа. Сасси анне сасси пек, Манăн хута кĕнĕ пек. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Телей тени ахаль мар, Кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, Атте-анне пилĕпе. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар. Пурнăç урапи çаврăнать, Пурнăç урапи такăнать. Пурнăç хăнана кайни мар - Сывлăш çавăрса илме лар.
  • Юратас килет ман сана ялан Ыйхӑ сӳрӗлет эс ыталасан Эс хитре ҫӗрле кӑнтӑрлахиччен Савӑнса пӗрле юрлӑпӑр ирччен Ытала ытала, пӗртте ан вӑтан Ачашла, ачашла ик алу палла Хыт чуп ту, хыт чуп ту эпӗ пулӑп сан Сӳнмӗ-ҫке юрату пӗр пӗрне савсан Ташлӑп эп кунта юрату ташши Сан ытамунта мӗншӗн лайӑх ши Сӳнчӗҫ ҫӑлтӑрсем шурӑмпуҫ килет Чӗремри хӗлхем ялкӑшса илет Ытала ытала, пӗртте ан вӑтан Ачашла, ачашла ик алу палла Хыт чуп ту, хыт чуп ту эпӗ пулӑп сан Сӳнмӗ-ҫке юрату пӗр пӗрне савсан Эпӗ ирӗлеп сана ҫеҫ курсан Саншӑнах илеп пурнӑҫра ялан Юратма сана пӑрахассӑм ҫук Санӑн ытӑмна эп манассӑм ҫук Ытала ытала, пӗртте ан вӑтан Ачашла, ачашла ик алу палла Хыт чуп ту, хыт чуп ту эпӗ пулӑп сан Сӳнмӗ-ҫке юрату пӗр пӗрне савсан Ытала ытала, пӗртте ан вӑтан Ачашла, ачашла ик алу палла Хыт чуп ту, хыт чуп ту эпӗ пулӑп сан Сӳнмӗ-ҫке юрату пӗр пӗрне савсан
  • Лапка щинче мунчара,Милек шарши самсара Хуран юман алара, Ветееще хырама Енне енне щавранса,Ай щапащще тамаша Утем путем кащахса, Кайна малала паршам Припев Ах милеке Ах мунчи, Ытарайми ун ашши Ащта щерет яш каччи каччи, Ташлама миле ташши Ике милек ике тус,Шаратащще юррине Хуран милек юман тус,Кевелещще такмакне припев щурам щинче саккарла, Щаптаращще тупата, Йалти ялти таврара, пахкалащщек халь тата