Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Емет»
исполнителя Алексей Шадриков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Çутă кĕмĕл уйăх пек манăн кулаясчĕ
Хăмăр пĕлĕт хушшипе шуса çуталасчĕ
Лăпкă тăрă ирсенче çăл патне тухасчĕ
Унăн тĕкĕрĕ çинче сан сăнна курасчĕ.

Шурă юр пĕрчи пулса манăн вĕлкĕшесчĕ
Савни куç харши çине ларса ирĕлесчĕ
Вĕри куççулĕ пулса юр çине ÿкесчĕ
Чĕлтĕрви(?) чечек пулса шăтса тухаясчĕ.

Сывлăм ÿкнĕ улăхра савнине курасчĕ
Утă çулнă вăхăтра юнашар утасчĕ
Чечек евĕр пикене ăшшăн ыталасчĕ
Пуçăмри шухăшсене каласа парасчĕ.

Другие песни исполнителя:

  • Эсĕ манăн пикеçĕм, Хура куçлă чĕкеçĕм. Чĕререн эп юратрăм, Канăçа йăлт çухатрăм. Юлташсем ăмсанаççĕ, Пире вăрттăн сăнаççĕ. Анчах эсĕ пĕр манăн, Манпа çеç эс пулатăн. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Ман пата эс килсемччĕ, Ыталаса илсемччĕ. ... Мана патăн ĕненсемччĕ. Каçсерен ăсататăп, Ашшăн çеç чуптăватăп. Эс мана юратнине, Чĕрепе эп туятăп. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Улăхри чечек евĕр, Чунăма тыткăнлатăн. Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн, Пуçăма çавăратăн. Тÿпери çăлтăрсем те, Пирĕнпе киленеççĕ. Пĕр-пĕрне нихăçан та, Ан пăрахăр тееççĕ
  • Савни сана кете кете устават туром енте Мороз пите котокласа замерзат туром эпе Эсе меншен килместен Даже звонит тумастон все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп Савни санон совещ пури тащта щухалса щурен Ытла эсе деловой сердцене огонь курен Эсе меншен килместен Даже звонит тумастон все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп эсе мана слово патон тел пулмашкон вечером я же тебя очень люблю очень люблю матурым милая эс килмерен даже звонит тумарон все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп херачи эс симпатяга ял каччине тиркерен апла давай до свидинья славо богу килмерен милая эс килмерен даже звонит тумарон все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп милая эс килмерен даже звонит тумарон милая эс килмерен даже звонит тумарон все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп все значит ташлатоп юрра тосса яратоп все значит ташлатоп урох майра тупаттоп