Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские песни на свадьбу

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

На свадьбу

Чувашские песни для танцев на свадьбе, никахе
  • Вăййа тухрăм каçине çыхрăм пурçăн тутрине çÿлле хитре пушмакпа чун савнине астарма ахах тере пуçăма мерчен тере шарçама килчĕ вăрласа çĕрле килĕшмерĕм амăшне эс пуласçăм хуняма ан ятлаха ывăлна сан ывăлăпа çÿрерĕм вăхăт иртерме кăна кăмăлă усалнишен сан ывăлна тухас çук пĕр каç тăнă качишен пуçăма çухатас çук Тухрăм вăййа каçине хитре кĕпе тăхăнса кÿршĕ ялăн качине чĕнтĕм пĕрле ташлама илсе пар мана савни лакированный туфли чиперри те чи хитре пысăк çÿллĕ кĕлелли паллашас тăк паллашас хитре сумлă каччипе чуптăвас тăк чуптăвас пуян патша ывăлне пултăр вăйлă вăкăр пек укçи çутăр çумăр пек çулçă тăтăр ялкăшса хуньăм выртăр савăнса уух! Каçхи уйăх çутăлсан тÿпене çăлтăр тухсан шăратаççĕ юррине хĕрсем вăйă картинче каччă мана кăмăлать ăсатма чух пăхăнать антăхмалла чуптăвать качча тухма васкатать асфальт тăрăх утап туфли кĕлли чалăшать ман савнине ан сиетер мана çеç вăл юратать пĕлместĕп кукăль тума ан ятла эс хуняма ывăлна тата мана пилле пĕрле пурăнма пурăнас тăк пурăнас хитре туллăх пурнăçпа чуптăвас тăк чуптăвас хамăн савнă мăшăра вăл ман вăйлă вăкăр пек укçи çăвать çумăр пек чĕнтĕрленнĕ шур пыльца тăрать пирĕн ялкăшса
  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Эсĕ манăн пикеçĕм, Хура куçлă чĕкеçĕм. Чĕререн эп юратрăм, Канăçа йăлт çухатрăм. Юлташсем ăмсанаççĕ, Пире вăрттăн сăнаççĕ. Анчах эсĕ пĕр манăн, Манпа çеç эс пулатăн. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Ман пата эс килсемччĕ, Ыталаса илсемччĕ. ... Мана патăн ĕненсемччĕ. Каçсерен ăсататăп, Ашшăн çеç чуптăватăп. Эс мана юратнине, Чĕрепе эп туятăп. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Улăхри чечек евĕр, Чунăма тыткăнлатăн. Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн, Пуçăма çавăратăн. Тÿпери çăлтăрсем те, Пирĕнпе киленеççĕ. Пĕр-пĕрне нихăçан та, Ан пăрахăр тееççĕ
  • Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир ăш сăмах калакансем, Ĕçпе пиçсе ӳснисем, тĕрĕ тĕрлекеннисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир сывлăха упракансем, Йăла тытаканнисем, вăййа тухаканнисем. хушса юрламалли: Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Арăм пултăр арăм пек, Мана савтăр ĕмĕрех. Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Ача чуптăр пӳрт тулли, Ӑшăттăр чуна кулли! Эй, хĕрсем, ăçта эсир çынна ăнланакансем, Тус камне туякансем, туслăха хаклакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир кăмăла çĕклекенсем, Хăна кĕтме пĕлнисем, сĕтел хатĕрлекенсем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем, чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. хушса юрламалли (2 хут): Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем: чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем.
  • Пухӑнӑ паян килте ачурсемпе мӑнуксем Сире юратса ,савса юҫӗ-юҫӗ кӑшкӑраҫ П.Р Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Нумай ҫул сунатпӑр телей кун-сӗрен Ылтӑн туй уявӗпе саламлатпӑр халь сире Тулли чӗркӗ ҫӗклесе сире ыр сунса ӗҫер П.Р Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Нумай ҫул сунатпӑр телей кун-сӗрен Асанне юрӑ ӑсти , шӑпчӑк пек шӑрантарать Асатте те пит маттур качча пек ташша ярать П.Р Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Нумай ҫул сунатпӑр телей кун-сӗрен Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Асаттепе-Асанне аллӑ ҫул ӗнтӗ пӗрле Астаттепе-Асанне халь те ҫамрӑк мӑшӑр пек П.Р Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Нумай ҫул сунатпӑр телей кун-сӗрен Уууууууууууухх П.Р Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Сире сламлатпӑр чунтан чӗререн Ылтӑн туйпа- Ылтӑн туйпа Нумай ҫул сунатпӑр телей кун-сӗрен---2 хут