Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские песни.
Страница 3

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

  • Вăййа тухрăм каçине çыхрăм пурçăн тутрине çÿлле хитре пушмакпа чун савнине астарма ахах тере пуçăма мерчен тере шарçама килчĕ вăрласа çĕрле килĕшмерĕм амăшне эс пуласçăм хуняма ан ятлаха ывăлна сан ывăлăпа çÿрерĕм вăхăт иртерме кăна кăмăлă усалнишен сан ывăлна тухас çук пĕр каç тăнă качишен пуçăма çухатас çук Тухрăм вăййа каçине хитре кĕпе тăхăнса кÿршĕ ялăн качине чĕнтĕм пĕрле ташлама илсе пар мана савни лакированный туфли чиперри те чи хитре пысăк çÿллĕ кĕлелли паллашас тăк паллашас хитре сумлă каччипе чуптăвас тăк чуптăвас пуян патша ывăлне пултăр вăйлă вăкăр пек укçи çутăр çумăр пек çулçă тăтăр ялкăшса хуньăм выртăр савăнса уух! Каçхи уйăх çутăлсан тÿпене çăлтăр тухсан шăратаççĕ юррине хĕрсем вăйă картинче каччă мана кăмăлать ăсатма чух пăхăнать антăхмалла чуптăвать качча тухма васкатать асфальт тăрăх утап туфли кĕлли чалăшать ман савнине ан сиетер мана çеç вăл юратать пĕлместĕп кукăль тума ан ятла эс хуняма ывăлна тата мана пилле пĕрле пурăнма пурăнас тăк пурăнас хитре туллăх пурнăçпа чуптăвас тăк чуптăвас хамăн савнă мăшăра вăл ман вăйлă вăкăр пек укçи çăвать çумăр пек чĕнтĕрленнĕ шур пыльца тăрать пирĕн ялкăшса
  • Хыçа юлчĕ пулмалла ачалăх. Вăл упранĕ кашнин чĕринче. Атте пур, анне пур савăнмалăх Вĕсем панă пире çут тĕнче Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Çăлтăр пек илĕртсен те малашлăх Çав-çавах паянхи кун хитре Юлташ пур, тăван пур юратмалăх Йăлтăр кулă вылять сăн-питре Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Çĕр çинче пурăнсан та пин халăх Чăвашсенчен пахи пурпĕр çук Юрă пур, ташă пур мухтанмалăх Савăнар пĕрле пухăннă чух Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Хăть мĕнле тулта пулсан та çанталăк Кăмăл-туйăм кĕрет юрласан Шухăш пур, ĕмĕт пур пурăнмалăх Ăраскалĕ килет хамăртан. Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр
  • 1). Вăхăт иртнине туймарăм — Сар хĕвел анать. Ăсатса ярсам, тăванăм, Ман каяс пулать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) -------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. -------------------------------------------— -------------------------------------------— 2). Санпала пĕрле пулнишĕн Чунăм савăнать. Уйрăлма вăхăт çитнишĕн Куçăм шывланать. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам. Ырă çул сунса ăсатса ярсам. --------------------------------------------— --------------------------------------------— 3). Ырлăхпа телей сунатăп Тăванăм сана. Уйрăлас пулать - каятăп, Ăсатсам мана. Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза ) --------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. --------------------------------------------— --------------------------------------— --------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Укăлча умне çитерсе ярсам. ------------------------------------------— Çул курки ярса хапхуна уçсам, Ырă çул сунса ăсатса ярсам. ------------------------------------------— Ăсатса ярса аллуна парсам, Вăхăтна тупса хăнана пырсам. ------------------------------------------— Вăхăтна тупса хăнана пырсам.
  • 1. Иксĕмĕр паллашнăранпа Çунатлантăм эп кайăкла Çитрĕç пирвайхи ыр кунсем Тĕлпулу шыратăп санпа Шăплăхра лараççĕ çунса Пахчари хитре чечексем Пĕтĕм чĕререн ыр сунса -а - а ) 2 х Парнелеп сана тюльпансем ) Х.ю: Сарă, сарă тюльпансем Тунсăх çеçкисем Сарă, сарă тюльпансем Савнă чечексем Сарă, сарă тюльпансем Шуçăм шевлисем Яш чĕресене, вут сапакансем 2. Ан тив, шуçăм килнĕ кăна Пурпĕрех пăхап кантăкран Чечек çеçке çурчĕ пулсан Ман телей санпа юнашар Çут хĕвел вылять сăн çинче Паян пирĕн пысăк уяв Иксĕмĕр телей ячĕпе - е- е ) 2 х Парне пултăр çак чечексем )
  • ТУНТИ КУН ВАЛ ЙЫВАР КУН ТУЛСА ЩИТРЕ МАНАН ЧУН ЕЩРЕ ПУЩЛАХ ТУСТАРАТЬ АРАМ ХЫТА ЯТЛАЩАТЬ КУРАС КИЛМЕСТ НИКАМА САР ХЕРСЕМ ЩАВА ПАТНЕ ЭП КАЯТАП,МУНЧАНА, ЧУН-ЧЕРЕНЕ СИПЛЕМЕ. ПРИПЕВ. ТАВАХ САНА АЙ-АЙ-АЙ ЮМАН МИЛЕКЕ, МУНЧА ХЫЩАН ОЙ-ОЙ-ЙОЙ ХИТРЕ ЩЕК ЭПЕ, ТАВАХ САНА АЙ-АЙ-АЙ ХУРАН МИЛЕКЕ ХАЛЬ ЭП ЧАВАШ ЕНРИ,ЧИ ТАСИ ЭПЕ. 2) МУНЧА ХЫЩАН ЭП АТЬСЕМ, ЩАВАРСА ХУРАП ТУСЕМ ЕНЕНМЕСТЕР ТЕК МАНА КАЙАР МУНЧАНА ТУССЕМ, ХУР ПЕКЕХ, ПЕКЕХ ЧУНАМ, ПЕЛЕТРЕН ЩУЛЛЕ ВЕЩЕТ ЩАКА ЩУТА ТЕНЧЕРЕ ИК ЕМЕР ПУРНАС КИЛЕТ. ПРИПЕВ ТОДЖЕ. 3)ЩАТТИ-ЩАТТИ ТУТАРАП ТА ЩАН ЩУРАМА АЧАШЛАП ПИЛЕК-УЛТА,ЩАПАНАПТА АШЧАКАМЕ КАНТАРАП, ПУР УХМАХ ШУХАШАМСЕНЕ ХАВАЛАСА КАЛАРАП КАШНИ МУНЧА КЕМЕССЕРЕН ЭП ЩЕНЕРЕН ЩУРАЛАП. 4) ПЕР ЫРХАН ЧАВАШ АЧИН ПЫСАК САВАНАЩЕ ПУР ЩЕР ЩИНЧЕ ПУРНАС ТЕСЕН ПАРХАТАР МЕН ЧУХЛЕ КУР НИМ МАР КАЧЧА ИЛЕЕП ЭП ХАЛЬ ЛЕДИ ГАГАНА ПУР ПЕРЕХ ПЕЧЧЕН ЩЮРЕП ЭП ЩАПАНМА МУНЧАНА. ПРИПЕВ ТОТ ЖЕ.
  • Асăмрах ман, асăмрах аттепе анне ăстаччĕ юрлама Е ĕçре е хăнара купăспа тăсса яратчĕç çак юрра Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Йывăр çакă пурнăçра чăн-чăн юрату тупма Юрату пур чух çумра пĕлĕр ăна упрама Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Ах чее-çке сан куллу, ĕненмешкĕн майĕ çук Ах, ултавлă-çке юрату, паян пур та, ыран çук. Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп
  • Антăм анлă шыв хĕрне – эс унта мар-ши тĕсе, Пăхрăм çÿлĕ ту тăррне – эс унта çук-ши тĕсе, Утрăм нумайччен пĕччен – сана тел пулас тĕсе, Ыйтрăм Тÿперен тĕмчен – пĕр сана тупас тĕсе. Хушса юрламалли: Шурă-шурă розăсем, çутă-çутă ĕмĕтсем, Ырă-ырă туямсем - пĕр сана валли вĕсем. Шăпчăк юрри шăхăрса, йăмра ташлĕ аванса, Чунăм юрри савăнса, пĕр сана валли савса. Эп ширап сана, сана кăна, эп кĕтеп сана, сана кăна Юратап сана, сана кăна, ĕненсем мана, мана кăна. Эс ширан мана, мана кăна, эс кĕтен мана, мана кăна, Юратан мана, мана кăна, ĕненеп сана, сана кăна. Уçрăм кантăка яри – сан сассу мар-ши унта? Тухрăм урама юри – сан кулу мар-ши унта? Эс пурăнан ман тĕлĕкре, эс пурăнан ман емĕтре. Эс тухсам çав тĕлĕкрен, эс çитсем çак емĕтрен.
  • Ах, мĕн ма, мĕн ма савсассăн пĕр-пĕрне Уçаймастпăр çепĕç туйăм арчине?..