Алексей Шадриков – Тавах сире, атте-анне
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ача чухне
Юрла-юрла сиктернине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ăс панине,
Тĕлейле çул пиленине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире вĕрентнине,
Ыр кăмалпа ăшăтнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2
Тавах сире, атте-анне
Эсир пире сыхланине,
Чун-чĕререн юратнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2