Текст песни:
Хаваслă уйăх тÿперен
Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен.
Пĕр вăтанмасăр эс унран
Мана чуп турăн тутаран.
Çут çăлтăр евĕр куçусем
Ман еннелле тинкернĕçем,
Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем,
Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем.
Хушса юрламалли:
Сар кайăк пек, сар кайăк пек
Сан тыткăнна çаклантăм эп.
Ах, илĕртÿллĕ чиперкке,
Мана ярсамччĕ ирĕке.
Эп хирĕç мар санпа пĕрле
Чăммашкăн ырлăх авăрне.
Анчах çакна çеç ăнланар:
Чăн юрату вăл вăйă мар!
Тен, шухăш тытрăн вăрлама
Эс ман чи хаклă туйăма?
Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача,
Эп шÿтлеместĕп халь пачах.
Ăш хĕвелтен пехил илсе
Эс маншăн килнĕ тĕнчене.
Чĕрем сисет: пире шăпа
Уттарĕ ăнăçлă çулпа.
Другие песни исполнителя: