Текст песни:
Чун савниçĕм, пăхсам ман çине.
Кăшт туйсам ман чĕре çуннине.
Вăтанса ан тартсам эс куçна,
Кăтартсам çепĕç йăл куллуна.
Хушса юрламалли:
Маншăн эс çăлтăртан çутăрах.
Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах.
Маншăн эс чечекрен черченрех.
Маншăн эс пуринчен хитререх.
Çеçке çурнă садра шур сирень,
Шăратать шăпчăк юрă хитрен.
Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни,
Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.
Другие песни исполнителя: