Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Кирлĕмарчĕ пирĕ паллашма»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Кирлӗ марчӗ пире паллашма
Алексей Московский и Екатерина Воробьева

1. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ
Кирлӗ марчӗ пире паллашма
Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм
Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма
Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм
Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма
Ӳсес ҫук пахчара шурӑ роза
Ӳсес ҫук сарӑлса ҫитичен
Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм
Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен
Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм
Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен

3. Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни
Тӗнчере юрату пуррине
Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни
Юратушӑн ҫынсем ҫуннине
Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни
Юратушӑн ҫынсем ҫуннине
Ан ӳстер пахчара армутине
Хупласа чечексем илемне
Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ
Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине
Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ
Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине

3. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ
Кирлӗ марчӗ пире паллашма
Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм
Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма
Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм
Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма

Другие песни исполнителя:

  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.
  • 1)Çамрăк хурăн çул çипе çил ачийĕ вылясшăн Эс мана чипер пике вăтанмасăр суясшăн Вăйă-ташă картине тепринпе ав утатăн Лекнĕ çем ун ытамне эс пуçна çухататăн Татнă сарă чечекне каялла чĕртеймĕн Иртнĕ кунăн илемне кĕмĕлпе илеймĕн Тен савмашкăн ман чĕре çепĕççĕн пĕлмерĕ Пĕрлештермĕ тек пире юрату кĕперĕ 2)Чунăмри сурансене эс нихçан ăнланаймăн Вăхăт сиплĕ вĕсене халь вара ним тăваймăн Йăлкăшаймĕ çĕнĕрен туйăмсен çут кăвайчĕ Çав-çавах ман сан çинчен тутлă тĕлĕк курасчĕ