Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Сар чечек»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

1)Çамрăк хурăн çул çипе çил ачийĕ вылясшăн
Эс мана чипер пике вăтанмасăр суясшăн
Вăйă-ташă картине тепринпе ав утатăн
Лекнĕ çем ун ытамне эс пуçна çухататăн

Татнă сарă чечекне каялла чĕртеймĕн
Иртнĕ кунăн илемне кĕмĕлпе илеймĕн
Тен савмашкăн ман чĕре çепĕççĕн пĕлмерĕ
Пĕрлештермĕ тек пире юрату кĕперĕ

2)Чунăмри сурансене эс нихçан ăнланаймăн
Вăхăт сиплĕ вĕсене халь вара ним тăваймăн
Йăлкăшаймĕ çĕнĕрен туйăмсен çут кăвайчĕ
Çав-çавах ман сан çинчен тутлă тĕлĕк курасчĕ

Другие песни исполнителя:

  • Пĕрремĕш çаврăм: Хĕвел анса тарчĕ, каç та пулса ларчĕ. Эс ăçта çÿретĕн манăн Илемпи? Мĕншĕн эс каларăн, тăххăрта килетĕп Тесе эс шантартăн çамрăк чĕрене. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Иккĕмĕш çаврăм: Эпĕ халь ларатăп, сан çинчен шутлатăп Куç умне килеççĕ пĕрле пулнисем. Саншăн эпĕ кайрăм Шупашкар пасарне Вара чечек илтĕм сан валли парне. Хушса юрламалли: Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан? Виççĕмĕш çаврăм: Шуçăм çиппи тухрĕ, тĕттĕм каç чĕтрерĕ Хĕвел пайăрки ыталарĕ ял чунне(?) Кĕтÿç пушă çапрĕ, ĕнесем мĕкерчĕç Халь эп кăшкăратăп тискер чĕр-чун пек Хушса юрламалли: виçĕ хут. Эс ăçта, эс ăçта? Кампа эс çÿретĕн? Эс ăçта, эс ăçта? Кама ыталан? Эс ăçта, эс ăçта? Мана кĕттеретĕн. Эс ăçта, эс ăçта? Кама ачашлан?