Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Чалт кăна»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен.
Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен.
Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав.
Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав!

Хушса юрламалли:

Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан!
Çак юрра итле те ташлама эс ан ман.
Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан?
Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн!

2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма.
Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма
Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн.
Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн!

Хушса юрламалли:

3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен.
Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен.
Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем.
Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!

Другие песни исполнителя: