Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские народные песни.
Страница 2

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Народные

Чувашские народные песни
  • Хыçа юлчĕ пулмалла ачалăх. Вăл упранĕ кашнин чĕринче. Атте пур, анне пур савăнмалăх Вĕсем панă пире çут тĕнче Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Çăлтăр пек илĕртсен те малашлăх Çав-çавах паянхи кун хитре Юлташ пур, тăван пур юратмалăх Йăлтăр кулă вылять сăн-питре Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Çĕр çинче пурăнсан та пин халăх Чăвашсенчен пахи пурпĕр çук Юрă пур, ташă пур мухтанмалăх Савăнар пĕрле пухăннă чух Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр Хăть мĕнле тулта пулсан та çанталăк Кăмăл-туйăм кĕрет юрласан Шухăш пур, ĕмĕт пур пурăнмалăх Ăраскалĕ килет хамăртан. Саламлатпăр, сире пуç таятпăр Ăнăçу, телей сывлăх сунатпăр
  • Ӑмӑрт-кайӑк вӗҫет, ай, малалла Ҫунаттипе, ах суллать вӑл каялла. Каяссӑмах килет ҫав тӑван ҫӗре Ирӗксӗрех тӑрас пулать ҫакӑнта. Вӗҫ-вӗҫ, кайӑк, вӗҫех ӑмӑрт-кайӑк Чăваш çĕрне, ай, пĕрех те çитиччен. Эп халь кунта тăратăп, ай, хесметре Атте-анне, ах, йĕрет çав килĕмте. Атте-анне, ах, йĕрет пуль çав килĕмте. Тăван ялăн урамĕ, аслă урам Ик айккипе те, ах, сар çеçке сарăлнă. Хамăр касăн хĕрĕсем, сарă хĕрсем Манпа калаçайманшăн та макăраç Тăван килĕм чĕнет: "кил кил"—тесе Ах, Тур çырлах та, ямаççĕ çав киле Эпир вăрçă вăрçатпăр, ай, ют çĕрте Пĕтĕм тăван кĕтет пуль çав ял çинче. Пăлляр кина, ох, тăратпăр хесметре
  • Эс чĕтрeтĕн-и, эс йĕрeтĕн-и? Мa сaлxуллă сaн йăл куллу? Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Шăнкрaв курăкĕ — уйрăлу. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Шăнкрaв курăкĕ — уйрăлу. Утaс çук урăx, чупaс çук урăx Сывлăм сырăннă сукмaкпa. Ирxи тĕлĕкĕм, çурxи ĕмĕтĕм, Урăx тĕл пулaс çук сaнпa. Ирxи тĕлĕкĕм, çурxи ĕмĕтĕм, Урăx тĕл пулaс çук сaнпa. Куккук aвăтĕ, чăрăш aвăнĕ, Илĕртсe мaнми чăтлăxa Ӳкĕнeссĕм çук, ӳкĕтлeссĕм çук Ĕнeрxи xaвaс яшлăxa. Ӳкĕнeссĕм çук, ӳкĕтлeссĕм çук Ĕнeрxи xaвaс яшлăxa. Куççӳльнa пытaр, кăмăлнa xытaр Кирлĕ мaр йĕмe, кирлĕ мaр. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр. Шăнкрaв курăкĕ пaрнe пултăр-и? Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр. Aлнa пaр сaвни, уйрăлaр.
  • Ташши, ташши Сала кайăк ташши Сала кайăк ташши мар Пирĕн Шелтем ташши Опа-хопа, Опа каламаллă Никама та ним те туман Çавăнпа савăнмăллă Ах, тесе ма калас Ман чуна ма çунтарас Хам савнине ютта парса Ютта ма савăнтарас Велосипед, велосипед Такăр çула юратать Велосипед çинчи каччи Ав çак хĕре юратать Урампа пырать машина Вăл - огнеопасно Çакă ялăн хĕрĕсемпе Çÿреме опасно Сирĕн ялăн каччисем Самолётпа вĕçеççĕ Эрех пички тĕлне çитсен Парашютсăр сикеççĕ
  • Асăмрах ман, асăмрах аттепе анне ăстаччĕ юрлама Е ĕçре е хăнара купăспа тăсса яратчĕç çак юрра Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Йывăр çакă пурнăçра чăн-чăн юрату тупма Юрату пур чух çумра пĕлĕр ăна упрама Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Ах чее-çке сан куллу, ĕненмешкĕн майĕ çук Ах, ултавлă-çке юрату, паян пур та, ыран çук. Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп
  • Лашисене шăварнăччĕ Сĕлĕ кăна памалла Паллашса кăна çитнĕччĕ Анчах киле каймалла Ах те пĕр те каймастпăр Чĕлхе çинчи сăмаха Сăмах çитменнипе мар та Çамрăк чун хурланнипе Çиллентертĕмĕр те пулĕ Эпир сире тăвансем Май килсессĕн, май пулсассăн Каçарсамăрах пире Лашисене кулсе тăратнă Халĕ пирĕн каймалла Чун чĕререн тав тăватпăр Эпир сире тăвансем .