Ватӑ кукамай калатчӗ
Вунҫич ҫулхи ҫамрӑк каччӑн
Санӑн ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ
Вӑхӑт ҫитрӗ текех авланма.
Эп калатӑп шӳтле иплесе
Хӗртен шутсӑр вӑтанап тесе.
Турри ҫырни хапха умне
Паян-ыран килсе ҫитмелле.
Ах чух, яш чух сарӑ кӑрчами
Ҫамрӑк пуҫа кайрӗ пулмалла.
Вунҫич ҫулхи шухӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Часах иртсе кайрӗ пулмалла.
Ах чух, яш чух сарӑ кӑрчама
Ҫамрӑк пуҫа кайрӗ пулмалла.
Вунҫич ҫулхи шухӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Часах иртсе кайрӗ пулмалла..
Халь хоть авлан.
Хоть те кача кай.
Еплейместь ҫке ватӑ кукамай
Анчах темшӗн вӑхӑт иртнӗ май
Янӑраҫ сӑмахӗсем пӗрмай
Ах тупата ватӑ кукамай
Мӗншӗн пулчӗ санӑн раскал
Вунҫич ҫулхи ҫамрӑк каччӑ
Телей тупаймарӗ пулмалла
Ах чух, яш чух сарӑ кӑрчама
Ҫамрӑк пуҫа кайрӗ пулмалла.
Вунҫич ҫулхи шухӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Часах иртсе кайрӗ пулмалла.
Ах чух, яш чух сарӑ кӑрчама
Ҫамрӑк пуҫа кайрӗ пулмалла
Вунҫич ҫулхи шухӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Часах иртсе кайрӗ пулмалла.
Ватӑ кукамай калатчӗ
Вунҫич ҫулхи ҫамрӑк каччӑн
Санӑн ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ,
Вӑхӑт ҫитрӗ текех, текех авланма.
Эп калатӑп шӳтле пуль тесе
Ӳссе ҫитеймен ха эп тесе
Ах тупата ватӑ кукамай
Янӑраҫ сӑмахсем ялан..
Ах чух яш чух сарӑ кӑрчама
Пуҫа кайрӗ пулмалла.
Вунҫич ҫулхи шухӑ ҫамрӑк ӗмӗр
Часах иртсе кайрӗ пулмалла... 3раза