Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Куçусем»
исполнителя Константин Евруков.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Эп пĕлменччĕ хĕрсене
Кăн-кăвак куçлисене.
Пĕрре пăхса куç хĕссе
Пуçа çавраканнисе.

Каçхине те ирхине
Эп вĕçетĕп пĕлĕтре.
Мĕн пулчĕ-ши ман пуçа
Кăвак куçсене курсан?

Хушса юрламалли:
Куçусем, куçусем
Пăхаççĕ ман çине вĕсем, еие
Йăл куллу, сан йăл куллу
Çиçет-çке сăн-питре ялан, оуо

Тутлă мăйăр чăшшине
Катса çийессĕм килеть.
Манăн савни кăвак куçлă
Тытса юратас килеть.

Çÿллĕ-çÿллĕ тÿпере
Кайăк юрлать юррине.
Чун савнине курсассăн
Юрлас килет юррине.

Хушса юрламалли

Другие песни исполнителя:

  • Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт, Сан куçу пекех таса Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Вăййа тухрăм, эп курмарăм Хам юратнă савнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Ăна ăшшăн ыталанă Пуçне хунă ун çине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сад пахчине кĕрсе лартăм Иккĕн ларнă сак çине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш Ун пеки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Атте эпĕ çуралсассăн Хĕр çуралтăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Анне мана çуратсассăн Ма вăрмана кайман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши?