Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Пĕлĕт пĕлĕт»
исполнителя Константин Евруков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт,
Сан куçу пекех таса
Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
Яланах килет аса.
Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт
Яланах килет аса.

Вăййа тухрăм, эп курмарăм
Хам юратнă савнине
Киле кайнă чух çĕç куртăм
Улăххипе ларнине
Киле кайнă чух çĕç куртăм
Улăххипе ларнине

Ăна ăшшăн ыталанă
Пуçне хунă ун çине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине
Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç
Эпĕ иртсе кайнине

Сад пахчине кĕрсе лартăм
Иккĕн ларнă сак çине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине
Куççуль витĕр аса илтĕм
Савни тупа тунине

Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш
Ун пеки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет
Ан йĕр атте, ан йĕр анне
Ман пекки татах ÿсет

Атте эпĕ çуралсассăн
Хĕр çуралтăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?
Инçе çула тухса кайса
Нуша куртăр терĕн-ши?

Анне мана çуратсассăн
Ма вăрмана кайман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?
Хăрăк хурăн тураттинчен
Ма çакса хăварман-ши?

Другие песни исполнителя:

  • Сар хер меншэн йеретень, меншень кущщуль токатон Меншень паян кунепех, пущна усса ларатон Меншень паян кунепех, пущна усса ларатон Меншень манон йерес мар, меншень кущщуль токас мар Мана савни тиркере, тиркере те порахре Мана савни тиркере, тиркере те порахре Сар хер йеме кирле мар, кущщуль токма кирле мар Савакансем пит сахал та, тиркекенсем пит нумай Савакансем пит сахал та, тиркекенсем пит нумай Тиркеччерех-тиркеччер, щако ялон каччисем Эп щак ялта юлас щук, щак ял кине пулас щук Эп щак ялта юлас щук, щак ял кине пулас щук Шур перчетке пури сан, щыхса парами сана Улталаса щуренишень, щупса ярами сана Улталаса щуренишень, щупса ярами сана Шур перчетке пурччеха, щыхса пама кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар Улталаса щуренишень, щупса яма кирле мар