Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Таврăнсам»
исполнителя Константин Евруков.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • I куплет Хěр чух хěрěх текелесе, Хěрсěм каяччěç прахса Яш чух аллă пулман пулсан Юлаттăмăр хурланса. Припев: Ах тесе юр пуçласа Кайнă, хěре ал сулас Иртсе пыранăн çав хěре Юрла юрла çавăрас Ах тесе ма калас, Ма чунăма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас II куплет Хури кайсан сарри килет Вăл кайсан тепри килет. Пěри мана улталасан Хам теприне шăхăртап III куплет Хěр чух хěрěх пулнă пулě Яшěсем те юлман пулě Хěрě улталанă шутта Хěрě мăшăр пулас çук.
  • Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт, Сан куçу пекех таса Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Вăййа тухрăм, эп курмарăм Хам юратнă савнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Ăна ăшшăн ыталанă Пуçне хунă ун çине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сад пахчине кĕрсе лартăм Иккĕн ларнă сак çине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш Ун пеки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Атте эпĕ çуралсассăн Хĕр çуралтăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Анне мана çуратсассăн Ма вăрмана кайман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши?