Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские песни в машину.
Страница 2

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

В машину

Чувашская музыка в машину
  • Кашни кун эс кантăк умĕнче Кашни кун кĕтетĕн эс ăна Куç илмесер пăхатăн ун çине Анчах пĕлсем — эс кирлĕ мар ăна! Вĕçсе кай, юрату! Вĕçсе кай! Кайăк пек тÿпере çаврăнса Манса кай эс ăна! Манса кай! Пурпĕр пулĕ вăл урăх санпа Паян каллех ак çумăр айĕнче Шанатăн, сан çине вăл пăхса Урăхипе вăл сиве иртсе кайĕ Юри сан умăнта йăл-йăл кулса хушма çаврăм (припев 2 раза) Ах, мĕншен пурнăçра çапла пулать?! Эс юратсан, вăл юратмасть сана Ах, мĕншен чĕрене хушма пулмасть?! Йе юратма, Йе юратма чарма хушма çаврăм (припев 2 раза)
  • укăлча умĕнче, шурă хурăн щинче сарă кайăк юрлать юррине, укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине. укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине. сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне шăнкăр шыв çемьипе пĕр пулса, савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам. савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам. çума-çум ÿсекен икĕ хурăн пекех ман ларасче санпа юнашар, йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар. йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар. укăлча умĕнче шурă хурăн щинче çепеç кайăк юрлать юррине, кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене.
  • 1.Хамăр ялта чăвашра Ÿссе çитрĕм яш пулса Хĕрĕсем эх тамаша Куç хĕсеççĕ йăл кулса Хээй Эй тупа тупа тупата 9р 2.Савас терĕм кăтрине Пит ăмсантăм кăкрине Эс кахал çухал умран Тесе тарчĕ вăл манран 8. Эй тупа тупа тупата 9р 3.Савас терĕм хуррине Пит Аçа çапрĕ пуçăмрăн Çиçĕм çиçрĕ куçăмран Эй тупа тупа тупата 4.Савас терĕм саррине Чăн чăн улăх варрине Эс мухтанчăк хап çумран Тесе пăрăнчĕ манран Эй тупа тупа тупата 5.Каччăсем сире совет Хÿхĕм хĕрсен пĕр ответ Пул ĕçчен те пул матур Пул телейле пул сатур Эй тупа тупа тупата
  • паянхи куна епле кĕтменче эп çур ĕмĕре илсен те пурпĕр килешеп анчах турă мар тăсаймăп вăхăта вĕрентекен çеç эпĕ сана пр: Юрамасть мана сана юратма куçпа сăмахлатпăр çеç çапла шăпа çылăх ман щинче анчах туйăма чараяссăм çук тур эс каçар мана вăрттăн хутăн эсĕ ман сĕтел çине тутусен палли хут татăке çинче çав кунтан çухатрăм эпе канăçа юрамасть пулсан та юратма пр: юлашки хут янăрать шăнкрав шкулта юлашки хут эс тăратăн ман умра анчах эсĕ шкул пĕтерекенсемпе эп вара вĕрентекенсемпе пр:
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.
  • Хаваслă уйăх тÿперен Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен. Пĕр вăтанмасăр эс унран Мана чуп турăн тутаран. Çут çăлтăр евĕр куçусем Ман еннелле тинкернĕçем, Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем, Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем. Хушса юрламалли: Сар кайăк пек, сар кайăк пек Сан тыткăнна çаклантăм эп. Ах, илĕртÿллĕ чиперкке, Мана ярсамччĕ ирĕке. Эп хирĕç мар санпа пĕрле Чăммашкăн ырлăх авăрне. Анчах çакна çеç ăнланар: Чăн юрату вăл вăйă мар! Тен, шухăш тытрăн вăрлама Эс ман чи хаклă туйăма? Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача, Эп шÿтлеместĕп халь пачах. Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене. Чĕрем сисет: пире шăпа Уттарĕ ăнăçлă çулпа.
  • Чĕрене пур çынна кĕртме çук. Тур çырни кил умнех килнĕ чух Ун валли çеç чĕрем уçă ман… Эх, ăçта-ши, ăçта вăл ялан? Х/ю: Чунăм ыратать, чунăм макăрать. Ăçта-ши ман шăпа тени, ăçта мана шырать? Чунăм ыратать… Кил-ха ман пата… Сана кĕтсе, ман Тур çырни, чĕрем вутпа çунать. Эс таçта ют çынсем хушшинче. Ан мансам, питĕ тăвăр тĕнче: Юмахри пек илемлĕ пĕр кун Тĕл пулать пур пĕрех икĕ чун… Х/ю: Чунăм ыратать, чунăм макăрать. Ăçта-ши ман шăпа тени, ăçта мана шырать? Чунăм ыратать… Кил-ха ман пата… Сана кĕтсе, ман Тур çырни, чĕрем вутпа çунать.
  • Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре. Сан илемӳпе киленет чӗре. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере. Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре. Куҫ пекех упрар ҫутӑ туйӑма. Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана?18 Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.