Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Укалча уменче»
исполнителя Алексей Шадриков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

укăлча умĕнче, шурă хурăн щинче
сарă кайăк юрлать юррине,
укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче
пăлханса эп кĕтем савнине.
укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче
пăлханса эп кĕтем савнине.

сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне
шăнкăр шыв çемьипе пĕр пулса,
савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне
сарă кайăк юрри пек юхсам.
савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне
сарă кайăк юрри пек юхсам.

çума-çум ÿсекен икĕ хурăн пекех
ман ларасче санпа юнашар,
йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех
шăранать чĕрери шĕл-кăвар.
йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех
шăранать чĕрери шĕл-кăвар.

укăлча умĕнче шурă хурăн щинче
çепеç кайăк юрлать юррине,
кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче
парнелем эпĕ хам чĕрене.
кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче
парнелем эпĕ хам чĕрене.
кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче
парнелем эпĕ хам чĕрене.

Другие песни исполнителя:

  • арам ман яла каять ман паян уяв пулать пермай купаста яшки тепер чух йалахтарать арам ман яла каять ман паян уяв пулать хулари мен пур майра манан ытамра пулать эп петя сана шанкаравлатам тахарта туянса курашан эс урах щамарта шуламай керсе тухап аптекана вище штук пуянап сана сан перле илетпер вище майра
  • Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре. Сан илемӳпе киленет чӗре. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана? Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма. Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере. Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре. Куҫ пекех упрар ҫутӑ туйӑма. Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма. Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен, Юратма кӑна тунӑ-ши сана?18 Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.