Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Евгений Кузнецов.
 Слушать песни исполнителя и скачать онлайн

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Евгений Кузнецов

  • Кунсерен эп сан патна Шăрçалатăп эсэмэс. Вĕсене хурав пама Тупаймастăн вăхăт эс. Килĕшместĕп-и сана? Чăннине тÿрех кала! Кансĕрлемĕ ку мана Пурăнмашкăн малалла. Хушса юрламалли: Тĕнчере пике нумай, Йăнăшмасăр çеç суйлас. Сан пек вĕçкĕн, çăмăлттай Хĕрсене мĕн-ма савас? Çавăнпа та паянтан Саншăн çунмĕ ман чĕре. Сăнупа чипер пулсан, Чунупа та пул хитре. Çĕнĕ капăр кĕпÿне Маншăнах эс тăхăнман. Тен, хула каччисене Çавăрмашкăн тăрăшан?. Пĕр-пĕрне çур сăмахран Ăнланаттăмăр тахçан. Тек ултав серепине Эп çакланмăп ĕмĕрне.
  • Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа чухне. Юн вылять Тинкерсен куçусене. Килĕшетĕп эп сана, Яш чĕрем туять çакна. Сан шутпа – Пĕтĕм каччă пĕрешкел. Çавăнпа Эс мана шанмастăн, шел. Пĕр санпа Ăшăнать çуртри тĕпел. Мĕн туса ĕнентерес: Пурнăçăм илемĕ –эс! Чунăмра Çепĕç юрă ян та ян. Çĕн юрра Çырăп сан çинчен паян. Ытамра Эсĕ çывăрса кайсан, Итлĕпĕр ăна пĕрле Тĕл пулсассăн тĕлĕкре. Ирпелен Эс яр уçăн кантăкна. Хĕвелтен Илĕн çепĕç куллуна. Ÿлĕмрен Эс ĕненĕн пĕр мана. Хатĕр эп сан ятупа Пин хутчен тупа тума! Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа вĕçме...
  • Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир ăш сăмах калакансем, Ĕçпе пиçсе ӳснисем, тĕрĕ тĕрлекеннисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир сывлăха упракансем, Йăла тытаканнисем, вăййа тухаканнисем. хушса юрламалли: Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Арăм пултăр арăм пек, Мана савтăр ĕмĕрех. Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Ача чуптăр пӳрт тулли, Ӑшăттăр чуна кулли! Эй, хĕрсем, ăçта эсир çынна ăнланакансем, Тус камне туякансем, туслăха хаклакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир кăмăла çĕклекенсем, Хăна кĕтме пĕлнисем, сĕтел хатĕрлекенсем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем, чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. хушса юрламалли (2 хут): Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем: чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. хушса юрламалли (2 хут):
  • Альбина Юрату сăвви Сергей Марков кĕвви Тĕнче сакки сарлака, Саваласа тухаймăн, Хĕрсем нумай, ай, турах, Пурне арăм тăваймăн. Юрла, ташла, ан ӳркен, Хĕртен арăм тăваççĕ. Шур пĕркенчĕк пит ĕлккен, Кĕçĕр хĕве хупаççĕ. хушса юрламалли: Туй, туй, туй тесе Хăна-вĕрле пухăннă. Туй, туй, туй тесе Çĕр çĕмĕрсе ташлаççĕ. Туй, туй, туй тесе Тухья-хушпу тăхăннă, Туй, туй, туй тесе Хĕпĕртесе юрлаççĕ! Туй кĕреки, ай, пуян, Сăри йӳçĕ, кăпăклă. Каччăн ĕмĕчĕ аван, Йӳçĕ! тени вырăнлă! Йӳçĕ, йӳçĕ тенипе Хĕрĕн чĕри киленет. Каччи хыт чуп тунипе Пичĕ-куçĕ хĕрелет! хушса юрламалли: Тăванĕсем пит правур, Хăнасене сăйлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ сатур, Ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Туйĕ чăн та хăватлă - Çамрăксене мухтаççĕ. Туй урапи çунатлă, Туя туй пек тăваççĕ. хушса юрламалли (2 хут):