Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Юрату Турри»
исполнителя Евгений Кузнецов.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Альбина Юрату сăвви Сергей Марков кĕвви Тĕнче сакки сарлака, Саваласа тухаймăн, Хĕрсем нумай, ай, турах, Пурне арăм тăваймăн. Юрла, ташла, ан ӳркен, Хĕртен арăм тăваççĕ. Шур пĕркенчĕк пит ĕлккен, Кĕçĕр хĕве хупаççĕ. хушса юрламалли: Туй, туй, туй тесе Хăна-вĕрле пухăннă. Туй, туй, туй тесе Çĕр çĕмĕрсе ташлаççĕ. Туй, туй, туй тесе Тухья-хушпу тăхăннă, Туй, туй, туй тесе Хĕпĕртесе юрлаççĕ! Туй кĕреки, ай, пуян, Сăри йӳçĕ, кăпăклă. Каччăн ĕмĕчĕ аван, Йӳçĕ! тени вырăнлă! Йӳçĕ, йӳçĕ тенипе Хĕрĕн чĕри киленет. Каччи хыт чуп тунипе Пичĕ-куçĕ хĕрелет! хушса юрламалли: Тăванĕсем пит правур, Хăнасене сăйлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ сатур, Ырлăх-сывлăх сунаççĕ. Туйĕ чăн та хăватлă - Çамрăксене мухтаççĕ. Туй урапи çунатлă, Туя туй пек тăваççĕ. хушса юрламалли (2 хут):
  • Кунсерен эп сан патна Шăрçалатăп эсэмэс. Вĕсене хурав пама Тупаймастăн вăхăт эс. Килĕшместĕп-и сана? Чăннине тÿрех кала! Кансĕрлемĕ ку мана Пурăнмашкăн малалла. Хушса юрламалли: Тĕнчере пике нумай, Йăнăшмасăр çеç суйлас. Сан пек вĕçкĕн, çăмăлттай Хĕрсене мĕн-ма савас? Çавăнпа та паянтан Саншăн çунмĕ ман чĕре. Сăнупа чипер пулсан, Чунупа та пул хитре. Çĕнĕ капăр кĕпÿне Маншăнах эс тăхăнман. Тен, хула каччисене Çавăрмашкăн тăрăшан?. Пĕр-пĕрне çур сăмахран Ăнланаттăмăр тахçан. Тек ултав серепине Эп çакланмăп ĕмĕрне.