Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Юр çăвать»
исполнителя Евгений Кузнецов.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Юр çăвать
Шупашкар хули çине.
Ик çунат
Чун хушать санпа чухне.
Юн вылять
Тинкерсен куçусене.
Килĕшетĕп эп сана,
Яш чĕрем туять çакна.

Сан шутпа
Пĕтĕм каччă пĕрешкел.
Çавăнпа
Эс мана шанмастăн, шел.
Пĕр санпа
Ăшăнать çуртри тĕпел.
Мĕн туса ĕнентерес:
Пурнăçăм илемĕ –эс!

Чунăмра
Çепĕç юрă ян та ян.
Çĕн юрра
Çырăп сан çинчен паян.
Ытамра
Эсĕ çывăрса кайсан,
Итлĕпĕр ăна пĕрле
Тĕл пулсассăн тĕлĕкре.

Ирпелен
Эс яр уçăн кантăкна.
Хĕвелтен
Илĕн çепĕç куллуна.
Ÿлĕмрен
Эс ĕненĕн пĕр мана.
Хатĕр эп сан ятупа
Пин хутчен тупа тума!

Юр çăвать
Шупашкар хули çине.
Ик çунат
Чун хушать санпа вĕçме...

Другие песни исполнителя:

  • Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир ăш сăмах калакансем, Ĕçпе пиçсе ӳснисем, тĕрĕ тĕрлекеннисем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир сывлăха упракансем, Йăла тытаканнисем, вăййа тухаканнисем. хушса юрламалли: Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Арăм пултăр арăм пек, Мана савтăр ĕмĕрех. Эх, авланас килет, Çемье çавăрас килет. Ача чуптăр пӳрт тулли, Ӑшăттăр чуна кулли! Эй, хĕрсем, ăçта эсир çынна ăнланакансем, Тус камне туякансем, туслăха хаклакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир кăмăла çĕклекенсем, Хăна кĕтме пĕлнисем, сĕтел хатĕрлекенсем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем, чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. хушса юрламалли (2 хут): Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем, Чĕрепе савакансем: чыслăха сыхлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем, Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем, Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем. Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем, Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем. хушса юрламалли (2 хут):