Кунсерен эп сан патна
Шăрçалатăп эсэмэс.
Вĕсене хурав пама
Тупаймастăн вăхăт эс.
Килĕшместĕп-и сана?
Чăннине тÿрех кала!
Кансĕрлемĕ ку мана
Пурăнмашкăн малалла.
Хушса юрламалли:
Тĕнчере пике нумай,
Йăнăшмасăр çеç суйлас.
Сан пек вĕçкĕн, çăмăлттай
Хĕрсене мĕн-ма савас?
Çавăнпа та паянтан
Саншăн çунмĕ ман чĕре.
Сăнупа чипер пулсан,
Чунупа та пул хитре.
Çĕнĕ капăр кĕпÿне
Маншăнах эс тăхăнман.
Тен, хула каччисене
Çавăрмашкăн тăрăшан?.
Пĕр-пĕрне çур сăмахран
Ăнланаттăмăр тахçан.
Тек ултав серепине
Эп çакланмăп ĕмĕрне.