Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские плясовые песни.
Страница 2

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Плясовые

  • Хаваслă уйăх тÿперен Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен. Пĕр вăтанмасăр эс унран Мана чуп турăн тутаран. Çут çăлтăр евĕр куçусем Ман еннелле тинкернĕçем, Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем, Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем. Хушса юрламалли: Сар кайăк пек, сар кайăк пек Сан тыткăнна çаклантăм эп. Ах, илĕртÿллĕ чиперкке, Мана ярсамччĕ ирĕке. Эп хирĕç мар санпа пĕрле Чăммашкăн ырлăх авăрне. Анчах çакна çеç ăнланар: Чăн юрату вăл вăйă мар! Тен, шухăш тытрăн вăрлама Эс ман чи хаклă туйăма? Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача, Эп шÿтлеместĕп халь пачах. Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене. Чĕрем сисет: пире шăпа Уттарĕ ăнăçлă çулпа.
  • 1. Тăвансемпе пĕрле чух, çут кĕреке тулли чух, Ай юрлар-и, ташлар-и, килĕштерсе пурнар-и? Ай юрлар-и, ташлар-и, килĕштерсе пурнар-и? Припев: Айтăр юрлар-и, айтăр ташлар-и, Урасем те ывăнсассăн ларса канар-и? 2. Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ, калама та çук ĕнтĕ, Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ, чарăнма та çук ĕнтĕ. Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ, чарăнма та çук ĕнтĕ. Припев: 3. Айтăр пĕрле пурнар-и, пĕр пĕрне пулăшар-и, Савăнсан та, хурлансан та, тăвансене манар мар-и? Савăнсан та, хурлансан та, тăвансене манар мар-и? Припев: 4. Чăваш юрри янратăр, манн чуна савăнтартăр, Чăваш ташши – хитре ташă, пĕтĕм çын халь ташлатăр. Чăваш ташши – хитре ташă, пĕтĕм çын халь ташлатăр.
  • Сарри саккăр ташларĕ Хури тăххăр ташларĕ Эп ни сарă, ни хура Пĕр ташласа парам-ха Хĕрлĕ улма çиме лайăх Шурри шуратма лайăх Ют ял хĕрĕ курма лайăх Ялти калаçма лайăх Çÿлте çăлтăр нумаййипе Тÿпе авăнса тăрать Савнă тусăм лайăххипе Чунăм савăнса тăрать Вăрман тăрри тикĕс мар Тикĕс пулма тинĕс мар Пур çынна та юрамашкăн Эпĕ çÿлти Турă мар Анне мана ма вăрçан? Хăв хĕр пулса ÿсмен-и? Атте каччă пулман-ши те, Иксĕр улах пулман-ши? Сикĕр-сикĕр шывалла Шыв сирпĕнсе тăмалла Ташлăр халĕ ташшине те Çын тĕлĕнсе тăмалла Ах, тесе ма калас Чĕрене ма çунтарас Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас? Мана савни юратать Юратать те чуп тăвать Мана киле ăстасассăн Теприн патне чуптарать Ăçта каян кăвакал Симĕс курăк çимесĕр Ăçта каян чун савниçĕм Мана сăмах чĕнмесĕр Ма пăхатăр мачча çине Мачча хура тетĕр-и? Ма пăхатăр пирĕн çине? Пултараймаç тетĕр-и? Ташши ку, ташши ку Салакайăк ташши ку Салакайăк ташши мар та Чăваш Енĕн ташши ку Оппа оппа Оппа каламалла Никама та нимте туман Çавăнпа савăнмалла АК çапла ташлаç ăна Ак çапла юрлаç ăна Пирĕн тăван уявĕнче Ак çапла савăнаç ăна Саккăрăн, саккăрăн Саккăрĕш те хамăрăн Юрласан та, ташласан та Купăсçийĕ хамăрăн Ах, чух кăрчами Пуçа кайрĕ пулмалла Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр Иртсе кайрĕ пулмалла Эх, чух кăрчамине Пуçа кайма парас мар Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕре Иртсе кайма парас мар Тăххăрăн, тăххăрăн Тăххăрĕш те хамăрăн Ери-тавра пăхсассăн та Тăванĕсем хамăрăн. Ши, ши, ши вара Çумăр çăвать-ши вара? Эпир кунта ташланишĕн Намăс пулать-ши вара? Купăста, купăста Эпир ташша пит ăста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намăс та Аттене те пăхман эп Аннене те пăхман эп Шупашкарти арчиссен Асламăшне пăхнă эп Ташласшăн та марччĕ эп Юрласшăн та марччĕ эп Çынсем ташланине кăна Пăхса тăрасшăнччĕ эп Ура тăсса лармасан Çут калушне кам курать? Юрламасан, ташламасан Пире кунта кам паллать? Эх, чух, астуман Астумасăр каларăм Астунă та пулнă пулсан Каламан та пулăттăм Пуçри тутăр паттис мар Паттисран та кая мар Эпир кунта арчис мар, Арчисран та кая мар Ула ĕне пăрушĕ Ула пулать-и вара? Ташланăшăн, юрланăшăн Намăс пулать-и вара? Мана савни тиркерĕ Пĕчĕккĕ начар терĕ Хапха юпи пек сарпике Шырама тухса кайрĕ Мана савни тиркерĕ Тирĕк мунчали терĕ Халĕ тупрĕ хăй валли Чăн-чăн урай мунчали Шыратăр-ха, туптăр-ха Ватăличчен чуптăр-ха Ман пек чипер сарпике Шыраса тупайĕ-и-ха? Сакки шура пулсассăн Урай хури нимте мар Хамăр чипер пулсассăн Çын сăмахĕ нимте мар
  • Вăййа тухрăм каçине çыхрăм пурçăн тутрине çÿлле хитре пушмакпа чун савнине астарма ахах тере пуçăма мерчен тере шарçама килчĕ вăрласа çĕрле килĕшмерĕм амăшне эс пуласçăм хуняма ан ятлаха ывăлна сан ывăлăпа çÿрерĕм вăхăт иртерме кăна кăмăлă усалнишен сан ывăлна тухас çук пĕр каç тăнă качишен пуçăма çухатас çук Тухрăм вăййа каçине хитре кĕпе тăхăнса кÿршĕ ялăн качине чĕнтĕм пĕрле ташлама илсе пар мана савни лакированный туфли чиперри те чи хитре пысăк çÿллĕ кĕлелли паллашас тăк паллашас хитре сумлă каччипе чуптăвас тăк чуптăвас пуян патша ывăлне пултăр вăйлă вăкăр пек укçи çутăр çумăр пек çулçă тăтăр ялкăшса хуньăм выртăр савăнса уух! Каçхи уйăх çутăлсан тÿпене çăлтăр тухсан шăратаççĕ юррине хĕрсем вăйă картинче каччă мана кăмăлать ăсатма чух пăхăнать антăхмалла чуптăвать качча тухма васкатать асфальт тăрăх утап туфли кĕлли чалăшать ман савнине ан сиетер мана çеç вăл юратать пĕлместĕп кукăль тума ан ятла эс хуняма ывăлна тата мана пилле пĕрле пурăнма пурăнас тăк пурăнас хитре туллăх пурнăçпа чуптăвас тăк чуптăвас хамăн савнă мăшăра вăл ман вăйлă вăкăр пек укçи çăвать çумăр пек чĕнтĕрленнĕ шур пыльца тăрать пирĕн ялкăшса