Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Чувашские плясовые песни.
Страница 3

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Плясовые

  • Асăмрах ман, асăмрах аттепе анне ăстаччĕ юрлама Е ĕçре е хăнара купăспа тăсса яратчĕç çак юрра Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Йывăр çакă пурнăçра чăн-чăн юрату тупма Юрату пур чух çумра пĕлĕр ăна упрама Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп Ах чее-çке сан куллу, ĕненмешкĕн майĕ çук Ах, ултавлă-çке юрату, паян пур та, ыран çук. Ан шанăр чикана, чикан улталать Ан шанăр мана, эп те улталап Нумайăшне юратрăм, нумайăшне пăрахрăм Пĕрне кăна чĕрере упратăп
  • 1.Каччи эп Елчĕкрен, патвар мĕн пĕчĕкрен. Ют ял ачисенчен нихçан « патак » çимен. Халь ман йĕри-тавра – хитре пике пĕр лав. Кама юраттарас? – çук нимĕнле чăрмав! Хушса юрламалли: Чалт кăна, чалт кăна! пурăнар-и ялан! Çак юрра итле те ташлама эс ан ман. Чиперкке, каласам: мĕншĕн пит тунсăхлан? Манпала чух савăн, кĕçĕр эпĕ санăн! 2.Эп хавас та вĕри, вăхăт çук кулянма. Эс пĕрле-и манпа? – тăр апла тăк çумма Мĕн сана парам-ши? – хуравла, тархасшăн. Çутă çăлтăр татасси ача вăййи çеç маншăн! Хушса юрламалли: 3.Эп – паллă шоумэн, пĕлеççĕ ман çинчен. Ян! сассăм илтĕнет кашни чÿречерен. Эх, кинори пекех иртеççĕ кунăмсем. Эп выляман « сăнар » юлмарĕ, тусăмсем!
  • Эх, чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Сакӑ айӗ хуҫӑлчӗ Пуҫламан пичке курӑнчӗ Ҫав пичкене ӗҫмесӗр те Эпир кунтан каймастӑпӑр П(о)улӑ мар, шапа мар Шывра ишейма(е)стӑ(ӗ)п Ватӑ мар, ҫамрӑк мар Чӑтса лараймастӑп Сарри саккӑр ташлар-и Хо(у)ри тӑххӑр ташлар-и Эп ни сарӑ, ни хо(у)ра Пӗрре ташлас карӑм-ха Акӑш тытассӑм килӗт Тӗкне ҫӑвассӑм килет Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал Тухса тарассӑм килет Тапӑр-тапӑр тутарать Ачи маттур, пултарать Ялти пирвай хӗрсемпе те Ҫӳреме пултарать Пӗрре терӗм Иккӗ терӗм Ташламашкӑн анчах мар Такмаксем калас терӗм Ах,- терӗҫ пуль Мӗн,- терӗҫ пуль Ку хӗр арӑм сӑн питрен те Тухса кайнӑ терӗҫ пуль Хэй,хэй,хэй, ээээй, яра пар! Чӑт, чӑт, тӑван Чӑт тӑван Эпир тухса каиччен Юр юрласа савниччен те Тӑранмалӑх ташличчен Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Унталла пӑхсан та ҫук, Кунталла пухсан та ҫук Вун ҫич ҫулхи ҫамрӑк ӗмӗр Выртса макӑрсан та ҫук Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Эх чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та
  • Лашисене шăварнăччĕ Сĕлĕ кăна памалла Паллашса кăна çитнĕччĕ Анчах киле каймалла Ах те пĕр те каймастпăр Чĕлхе çинчи сăмаха Сăмах çитменнипе мар та Çамрăк чун хурланнипе Çиллентертĕмĕр те пулĕ Эпир сире тăвансем Май килсессĕн, май пулсассăн Каçарсамăрах пире Лашисене кулсе тăратнă Халĕ пирĕн каймалла Чун чĕререн тав тăватпăр Эпир сире тăвансем .
  • Тус юлташпа пухăнсан савнă тăвана курсан Чун тÿрех ярать ташша мĕн кирлĕ-ха чăваша Пултăр мăшăр юнашар,ÿсччĕр ачасем патвар Телей килтĕрех киле укçа миххипе пĕрле Тус-тăван нумай пулсан чăннипе те эс пуян Тăванпа чух ĕç вĕрет ури хăй ташша чĕнет Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тус-тăванпала пĕрле сар хĕвел шаккать киле Тăван кăмăлĕ хитре çу пек ирĕлет чĕре Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма Тĕнче ташлать чу-ча-ча кÿт сикет чĕтрет мача Сальса танго астарать румба та аташтарать ...... ташлаçĕ пĕрисем ...... çавраççĕ теприсем Пирĕншĕн вара çавах чăваш ташши лайăхрах Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма