Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Популярные чувашские песни.
Страница 19

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Pop

Pop (популярная музыка) — область массовой культуры, охватывающая различные формы, жанры и стили развлекательной и прикладной музыки
  • Пĕлĕт, пĕлĕт, кăвак пĕлĕт, Сан куçу пекех таса Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Тусăм ман пĕртен пĕр ĕмĕт Яланах килет аса. Вăййа тухрăм, эп курмарăм Хам юратнă савнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Киле кайнă чух çĕç куртăм Улăххипе ларнине Ăна ăшшăн ыталанă Пуçне хунă ун çине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сад пахчине кĕрсе лартăм Иккĕн ларнă сак çине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Хăмăш, хăмăш, ешĕл хăмăш Ун пеки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Ман пекки татах ÿсет Атте эпĕ çуралсассăн Хĕр çуралтăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Анне мана çуратсассăн Ма вăрмана кайман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши? Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши?
  • ташлар, юрлар выляр кулар, петем халах пулнаран тавансем юлташсем хересемпеле яшсем эрнере щиче кун , саванар ха шамат кун щитсе кильче шамат кун , саванать щке манан чун эпе паян вара туссемпе каям клуба аташатап щерепе щаварттарап херсене перинпе ташша ярап , тепринпе улах тавап манан щывах юлташсем чанка чанка ачасем кам весене хирещ тарать щав шалсар тарса юлать пери те манран юлмащ перле тусла саванащ эсирте щак самантра юрлар ташлар манпала эй ди джей ан шелле сассине,хытарах ярсамчче юррине илттер петем щут тенче шущам киличчен сиксе ташланине хисеплесе сире ченетеп перле туслан саванма манса каяр ещ пирки паян вахат канмалли ташлар, юрлар выляр кулар, петем халах пулнаран тавансем юлташсем хересемпеле яшсем эрнере щиче кун , саванар ха шамат кун
  • Атте йĕвен панă пулсан Лашапа килеттĕмĕр. Атте йĕвен памарĕ, Лашасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Пичче така панă пулсан Шăрттанпа килеттĕмĕр. Пичче така памарĕ, Шăрттансăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Инке хăмла панă пулсан Сăрапа килеттĕмĕр. Инке хăмла памарĕ, Сăрасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Юрлаяпи юрлаймастпи Юр пуçласа парам-ха. Ташлаяпи ташлаймастпи Таш пуçласа парам-ха Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче.
  • Куртăм сана пĕррехинче, Пĕлмен нихçан сан пек хĕре. Эп туйрăм эсĕ манăн пурнăçăм. Ман шухăшра сана ыталама. Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Пурăнатăп хаваспа, юратса вилеп сана кăна. Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Чăвашсем савăнса ташлăр пĕрле ал сулса. Эс килтĕн манăн чунăма, Эп тав тăватăп çав куна. Сана эп ыталарм, яраймас, Çак ĕмĕре эп пуçа таяс... Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Пурăнатăп хаваспа, юратса вилеп сана кăна. Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Чăвашсем савăнса ташлăр пĕрле ал сулса. Пыран манпа эс юнашар. Сана манаймăп нихăçан. Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Пурăнатăп хаваспа, юратса вилеп сана кăна. Сарă хĕр эп сана туку туку такка туку та Чăвашсем савăнса ташлăр пĕрле ал сулса.
  • Мен тери сопайло щав човаш, Ыро чунло,щепещ те йоваш, Хисеплет сана пур хуронташ Эс аппа чи щивох ман юлташ. Аппа аппащом чис туса Щак юррома сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса. Вереню ещпе мен ачаран ял йышра хисепле пурноран, Шур хула та саншон мухтанат Чыслох щитеню вой хал парать. Аппа аппащом чис туса Щак юррома сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса. Туро пано осло щул пала Усне щемен утрон хопарса Савонатон халь хер ыволпа Мошорна упратон юратса. Аппа аппащом чис туса Щак юромпа сана савса Эп шоратами пущ тайса Телей те сывлох,ыр сунса.2 раз
  • Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа чухне. Юн вылять Тинкерсен куçусене. Килĕшетĕп эп сана, Яш чĕрем туять çакна. Сан шутпа – Пĕтĕм каччă пĕрешкел. Çавăнпа Эс мана шанмастăн, шел. Пĕр санпа Ăшăнать çуртри тĕпел. Мĕн туса ĕнентерес: Пурнăçăм илемĕ –эс! Чунăмра Çепĕç юрă ян та ян. Çĕн юрра Çырăп сан çинчен паян. Ытамра Эсĕ çывăрса кайсан, Итлĕпĕр ăна пĕрле Тĕл пулсассăн тĕлĕкре. Ирпелен Эс яр уçăн кантăкна. Хĕвелтен Илĕн çепĕç куллуна. Ÿлĕмрен Эс ĕненĕн пĕр мана. Хатĕр эп сан ятупа Пин хутчен тупа тума! Юр çăвать Шупашкар хули çине. Ик çунат Чун хушать санпа вĕçме...
  • Эсĕ манăн пикеçĕм, Хура куçлă чĕкеçĕм. Чĕререн эп юратрăм, Канăçа йăлт çухатрăм. Юлташсем ăмсанаççĕ, Пире вăрттăн сăнаççĕ. Анчах эсĕ пĕр манăн, Манпа çеç эс пулатăн. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Ман пата эс килсемччĕ, Ыталаса илсемччĕ. ... Мана патăн ĕненсемччĕ. Каçсерен ăсататăп, Ашшăн çеç чуптăватăп. Эс мана юратнине, Чĕрепе эп туятăп. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Улăхри чечек евĕр, Чунăма тыткăнлатăн. Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн, Пуçăма çавăратăн. Тÿпери çăлтăрсем те, Пирĕнпе киленеççĕ. Пĕр-пĕрне нихăçан та, Ан пăрахăр тееççĕ