ТӐВАН КИЛ ӐШШИ
Сӑвви Светлана Орешкинан
Кӗвви Алексей Якимовӑн
1. Тӑван киле килтӗм аякран,
Курӑнмасть çав çути кантӑкран.
Килех хӗрӗм тесе калас çук,
Анне хирӗç чупса тухас çук.
2. Мӑн çӑра çакӑнать алӑкра.
Вӑл çурать чӗрене çурмала.
Хапха яр уçӑлса каяс çук,
Атте хирӗç тухса кӗтес çук.
3. Тӑвансем саланчӗç аякка.
Пушӑ çурт çеç ларать хурланса.
Тӑван хирӗç тухса тӑрас çук.
– Мӗнле çитрӗн? – тесе ыйтас çук.
4. Тӑвансемӗр пулар-и пӗрле,
Пуçтарӑнар çуралнӑ киле.
Манар мар тӑван кил ӑшшине,
Сӳнтерер мар унӑн çутине.
Кӗввине 2016 çулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хывнӑ