Чĕрене пур çынна кĕртме çук.
Тур çырни кил умнех килнĕ чух
Ун валли çеç чĕрем уçă ман…
Эх, ăçта-ши, ăçта вăл ялан?
Х/ю:
Чунăм ыратать, чунăм макăрать.
Ăçта-ши ман шăпа тени, ăçта мана шырать?
Чунăм ыратать… Кил-ха ман пата…
Сана кĕтсе, ман Тур çырни, чĕрем вутпа çунать.
Эс таçта ют çынсем хушшинче.
Ан мансам, питĕ тăвăр тĕнче:
Юмахри пек илемлĕ пĕр кун
Тĕл пулать пур пĕрех икĕ чун…
Х/ю:
Чунăм ыратать, чунăм макăрать.
Ăçта-ши ман шăпа тени, ăçта мана шырать?
Чунăм ыратать… Кил-ха ман пата…
Сана кĕтсе, ман Тур çырни, чĕрем вутпа çунать.