Ăнсăртран тĕл пултăм та сана
Çăлтăрлă, салхуллă каç
"Ăçта-ши курнă çак сăна?" -
Вĕçсе ман иртрĕ пуçăмра
Вут хыпрĕ чунăма.
{Казаков "Тин" ушкăн}:
Тĕрленĕ шурă тутăрпа
Шурă-шурă кĕпепе
Кĕтеттĕн пулĕ савнине
Кÿршĕ ялăн ачине
Тĕрленĕ шурă тутăрпа
Шурă-шурă кĕпепе
Кĕтеттĕн пулĕ савнине
Кÿршĕ ялăн ачине
"Аван-и?" терĕм пĕр сăмах
"Аван-тăр" терĕн йăл кулса
Вара те тĕлĕк, те юмах
Вутăшпи пек ялкăшса
Эс салтрăн тутăрна
{Казаков "Тин" ушкăн}:
Тĕрленĕ шурă тутăрпа
Шурă-шурă кĕпепе
Кĕтеттĕн пулĕ савнине
Кÿршĕ ялăн ачине
Тĕрленĕ шурă тутăрпа
Шурă-шурă кĕпепе
Кĕтеттĕн пулĕ савнине
Кÿршĕ ялăн ачине
Асамлă çăлтăрсем вара
Алхасрĕç тÿпере канми
"Аван-тăр çăлтăр пек çунма" -
Тесе эс тĕршĕнтĕн çумма
çухатрăм пуçăма