1)Уй варринче ирӗклӗхре сенкер кӑвак чечек пур
Ешӗл курӑк хушшинче те куҫа илӗртет вӑл кур
Манӑн ҫумра ытарайми ҫамрӑк савнӑ мӑшӑр пур
Тарават та пит сӑпайлӑ ӗҫре вут пек пит маттур -------—
П-в
Мӑшӑр пултӑр юнашар урӑх ним те кирлӗ мар
Пурнӑҫ ҫулӗпе утмашкӑн мӑшӑрсӑр эх ҫӑмӑл мар
Никам та, нихҫан та танлашаймӗ мӑшӑрпа
Емӗт манӑн пурнӑҫланчӗ ылтӑн мӑшӑр пур ҫумра ------
2) Пӗрре пулас мӑшӑрӑма курса пуҫа ҫухатрӑм
Пӗр санпа ҫеҫ савнӑ мӑшӑр чӑн телей вутне туйрӑм
Шӑпине эп тав тӑватӑп эс пурришӗн ман ҫумра
Айӑпланнӑ хурлантарнӑ ӗнтӗ эс каҫар мана.