Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Дуняша Style.
 Слушать песни исполнителя и скачать онлайн

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Дуняша Style

  • Эх, чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Сакӑ айӗ хуҫӑлчӗ Пуҫламан пичке курӑнчӗ Ҫав пичкене ӗҫмесӗр те Эпир кунтан каймастӑпӑр П(о)улӑ мар, шапа мар Шывра ишейма(е)стӑ(ӗ)п Ватӑ мар, ҫамрӑк мар Чӑтса лараймастӑп Сарри саккӑр ташлар-и Хо(у)ри тӑххӑр ташлар-и Эп ни сарӑ, ни хо(у)ра Пӗрре ташлас карӑм-ха Акӑш тытассӑм килӗт Тӗкне ҫӑвассӑм килет Ялӗ пӗчӗк, каччи сахал Тухса тарассӑм килет Тапӑр-тапӑр тутарать Ачи маттур, пултарать Ялти пирвай хӗрсемпе те Ҫӳреме пултарать Пӗрре терӗм Иккӗ терӗм Ташламашкӑн анчах мар Такмаксем калас терӗм Ах,- терӗҫ пуль Мӗн,- терӗҫ пуль Ку хӗр арӑм сӑн питрен те Тухса кайнӑ терӗҫ пуль Хэй,хэй,хэй, ээээй, яра пар! Чӑт, чӑт, тӑван Чӑт тӑван Эпир тухса каиччен Юр юрласа савниччен те Тӑранмалӑх ташличчен Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Унталла пӑхсан та ҫук, Кунталла пухсан та ҫук Вун ҫич ҫулхи ҫамрӑк ӗмӗр Выртса макӑрсан та ҫук Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та Эх чун, яш чун Вӗри юн, хӗрӳ юн Утмӑл тӗслӗ утӑм пур та Тӑхӑр тӗслӗ ташшӑм пур Купӑспа, купӑспа Эпир ташша пит ӑста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намӑс та
  • Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр, Ик çунатту тăрăх та шыв юхтарса? Ăçта каян, тăван, каçа хирĕç, Ик куçунтан куç çуль те, ай, юхтарса Хура чĕкеç чĕппи ман пуласчĕ, Турат çине ларса юр юрласчĕ. Тăван, санăн тусу ман пуласче, Санпа пĕрле ларса та юр юрласчĕ Хура чĕкеç чĕппи ман пулас çук, Турат çине ларса юр юрлас çук. Тăван, санăн тусу ман пулас çук, Санпа пĕрле ларса та юр юрлас çук.