Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Алексей Московский.
 Слушать песни исполнителя и скачать онлайн

Исполнители

Добавить
Все чувашские исполнители

Группа вконтакте

Алексей Московский

  • Х.Ю: Ай, тики тик татала х2 Тики тики тик так, тики тик таталам Ай, тики тик татала х2 Тики тики тик тала тики тик татала 1 Çамăл мар пире, савниçем, уйрăмшар Эсе ăçта пулан та, эпе юнашар Эсе кел чечекĕ, эп ун йепписем Эсе анлă тинес, эпе хумĕсем 2 Эп хаваслă кулă, эсе савансан Эпе тутла телек, эс ăйха путсан Сан пала чухне мĕн ма-ши самантра Хуташса каяççе чăлахпа юмах 3 Илĕмсем ман ытама, Эс кушак çÿри пек ачашлан Саншăн хатĕр эп пулма, Тĕнчери чи çепĕç арăслан 4 Эсе кемĕл уйăх-и? Ширăп сан сана таса çалтăр Эсе ылтăн пулă-и? Паянах туянăп эп вăлта Х.Ю. 5 Çăмăл мар пире, савниçем, уйрăмшар Эссе ăçта пулан та, эпе юнашар Эс каçхи шур лепĕш, эп куннар çуты Эс ама хупахĕ, эпе армуты 6 Эс илĕмле Барби, эпе ун каччи Эс хура Фольксваген, эпе катаччи Мăшăр çунатлă эпир перлĕ ялан Тÿпере вĕçемен пер çунат пала
  • Эс – хĕлхем-и, эп те – вут-хĕлхем. Тен, сана кăшт сĕртĕнем. Пĕр çулăмпа йăлкăшар. Пĕр çулăмпа йăлкăшар. Ÿкĕнмешкĕн çук сăлтавĕ ман Тĕл пулнишĕн санпалан. Япăх пире уйрăмшар. Япăх пире уйрăмшар. Чунăм, çанталăк епле паян? Çумăр шаккать-и çут кантăкран? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан! Хушса юрламалли: Эп мĕн чухлĕ сана Шыраман пуль. Эп мĕн чухлĕ Турра Кĕл туман пуль. Чи хитре çăлтăра Эпĕ татрăм. Тав тăвам мăшăра, Эс телейĕм ман – савнă арăм! Ăçталла йĕппи – унта çиппи. Тĕрĕс-и, Çĕрпÿ пики? Савнăç-нуши çурмалла. Савнăç-нуши çурмалла. Çĕр çинче çăтмах пекех аван Пĕр-пĕрне эпир савсан. Ку чăннипех те çапла. Ку чăннипех те çапла. Чунăм, çанталăк епле паян? Юр тăкăнать-и хÿме таран? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан! Хушса юрламалли: Сар хĕрпе сар ывăл пирĕн пур. Иккĕшĕ те пит матур. Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа. Ÿсчĕр вĕсем сывлăхпа. Эп санран пит инçетре чухне Ас илер-и пĕр-пĕрне Çакă хавас юрăпа. Çакă хавас юрăпа. Чунăм, çанталăк епле паян? Тен, айкашать шухă çил-тăман? Çемье ăшши сивĕнмĕ нихçан!
  • Хаваслă уйăх тÿперен Ял çийĕн сапрĕ пин мерчен. Пĕр вăтанмасăр эс унран Мана чуп турăн тутаран. Çут çăлтăр евĕр куçусем Ман еннелле тинкернĕçем, Вылянчĕç чун хĕлĕхĕсем, Çуралчĕç çепĕç кĕвĕсем. Хушса юрламалли: Сар кайăк пек, сар кайăк пек Сан тыткăнна çаклантăм эп. Ах, илĕртÿллĕ чиперкке, Мана ярсамччĕ ирĕке. Эп хирĕç мар санпа пĕрле Чăммашкăн ырлăх авăрне. Анчах çакна çеç ăнланар: Чăн юрату вăл вăйă мар! Тен, шухăш тытрăн вăрлама Эс ман чи хаклă туйăма? Пĕлесчĕ санăн, хĕр ача, Эп шÿтлеместĕп халь пачах. Ăш хĕвелтен пехил илсе Эс маншăн килнĕ тĕнчене. Чĕрем сисет: пире шăпа Уттарĕ ăнăçлă çулпа.