1.Акӑнах паян ир пулчӗ
çывӑрмарӑм çӗрӗпе
Савнӑçпа череçӗм тулчӗ
Каяс çулӑм кӗтнипе
Васкасах мӑшӑр çунатӑм
Туртӑнать-çке малалла
Кӗтсе ил мана, тӑванӑм
Кӗтсе ил те ытала (2 хут)
2.Чун юратнӑ хаклӑ çыннӑм
Яланах-çке асӑмра
Сар хӗвелӗм, çутӑ кунӑм
Мӗншӗн эсӗ аякра?
Васкасах мӑшӑр çунатӑм
Туртӑнать-çке малалла
Кӗтсе ил мана, тӑванӑм
Кӗтсе ил те ытала (2 хут)
Проигрыш
3.Уйӑхпа хӗвел тӗл пулчӗç
Сывлӑм ÿкрӗ çӗр çине
Шанчӑкпа чӗреçӗм тулчӗ
Ӗненсӗ эс кӗтнипе
Васкасах мӑшӑр çунатӑм
Туртӑнать-çке малалла
Кӗтсе ил мана, тӑванӑм
Кӗтсе ил те ытала (2 хут)
Васкасах мӑшӑр çунатӑм
Туртӑнать-çке малалла
Кӗтсе ил мана, тӑванӑм
Кӗтсе ил те ытала (3 хут)