Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Аслӑ тӗнче»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Ялсенче мана çук хирĕç тăракан. Эп камне тăнлать халь пĕтĕм шăпăрлан. Маншăн хатĕр пикесем шыва чăмма. Эсĕ çеç тиркетĕн шухă чунăма. Хисеплеç мана хăюллă пулнăран. Именмешкĕн эп пачах та хăнăхман. Сăпса евĕр çыпăçатăп сан çумна. Çавăншăн тивет-çке çупкă туянма. Хушса юрламалли: Чи хитре хĕрсем пĕлмеççĕ уйрăлма манран. Ăсатса хăшне ярам-ши кĕçĕр улахран? Эс паян ĕнерхинчен те илĕртÿллĕрех. Çул памасăр кÿрентерĕп эп сана каллех. Эс – кĕске кĕпеллĕ капăр пукане. Сан лекес килет асамлăх тĕнчине. Эс, ас ту, кĕтсе илеймĕн ĕмĕрне Шурă урхамахлă чаплă савнине. Эс мана, сатур качча, кăшт хĕрхенсем. Кăлт! тапать санпа чухне вĕри чĕрем. Чиперуксене эп маннă тахçанах, Ма тесен шăпа çырни пĕрре анчах.
  • Кĕтетĕн çумăр айĕнче эс мана. Çилĕ вĕрет, çиçĕм çиçет темшĕн паян. Анчах эп килтĕм сан патна, сан патна. Тĕлĕкĕм ман, ĕмĕтĕм ман, шанăçăм ман. Хушса юрламалли: Тинех эп килтĕм, савнă çывăх хĕр ача. Сана курсан питех хумханчĕ яш чĕре. Илемлĕ куçусем ыйтаççĕ вăтанса Манпа кăна пĕрле пулма çак тĕнчере. Пире текех çĕн уйрăлу кирлĕ мар. Ик сукмака пĕрлештерсе пурнăç тăвар. Эс – юмахри чăн Пирĕшти, чун савни! Ан ютшăнсам, ан пăрăнсам. Эс – Тур çырни. Хушса юрламалли: Тĕнче касса çурерĕм эп аякра. Пур пĕр сана эпĕ манма, çук, шутламан. Чăнах та килтĕм сан патна, сан патна. Тунсăхăм ман, шухăшăм ман, савнăçăм ман.