Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Тĕл пулу»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Кĕтетĕн çумăр айĕнче эс мана.
Çилĕ вĕрет, çиçĕм çиçет темшĕн паян.
Анчах эп килтĕм сан патна, сан патна.
Тĕлĕкĕм ман, ĕмĕтĕм ман, шанăçăм ман.

Хушса юрламалли:

Тинех эп килтĕм, савнă çывăх хĕр ача.
Сана курсан питех хумханчĕ яш чĕре.
Илемлĕ куçусем ыйтаççĕ вăтанса
Манпа кăна пĕрле пулма çак тĕнчере.

Пире текех çĕн уйрăлу кирлĕ мар.
Ик сукмака пĕрлештерсе пурнăç тăвар.
Эс юмахри чăн Пирĕшти, чун савни!
Ан ютшăнсам, ан пăрăнсам. Эс Тур çырни.

Хушса юрламалли:

Тĕнче касса çурерĕм эп аякра.
Пур пĕр сана эпĕ манма, çук, шутламан.
Чăнах та килтĕм сан патна, сан патна.
Тунсăхăм ман, шухăшăм ман, савнăçăм ман.

Другие песни исполнителя:

  • Кирлӗ марчӗ пире паллашма Алексей Московский и Екатерина Воробьева 1. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Ӳсес ҫук пахчара шурӑ роза Ӳсес ҫук сарӑлса ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен Манас ҫук эп сана савнӑ тусӑм Хамӑн ӗмӗр вӗҫне ҫитичен 3. Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Тӗнчере юрату пуррине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ес пӗлетни савни, ес пӗлетни Юратушӑн ҫынсем ҫуннине Ан ӳстер пахчара армутине Хупласа чечексем илемне Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине Курайманлӑх вӑл туслӑх тӑшманӗ Ҫунтарать ҫамрӑксем чӗрине 3. Кирлӗ марчӗ пире, кирлӗ марчӗ Кирлӗ марчӗ пире паллашма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма Кирлӗ марчӗ пире савнӑ тусӑм Курайман ҫынсене вӑрӑҫтарма