1)Çамрăк хурăн çул çипе çил ачийĕ вылясшăн
Эс мана чипер пике вăтанмасăр суясшăн
Вăйă-ташă картине тепринпе ав утатăн
Лекнĕ çем ун ытамне эс пуçна çухататăн
Татнă сарă чечекне каялла чĕртеймĕн
Иртнĕ кунăн илемне кĕмĕлпе илеймĕн
Тен савмашкăн ман чĕре çепĕççĕн пĕлмерĕ
Пĕрлештермĕ тек пире юрату кĕперĕ
2)Чунăмри сурансене эс нихçан ăнланаймăн
Вăхăт сиплĕ вĕсене халь вара ним тăваймăн
Йăлкăшаймĕ çĕнĕрен туйăмсен çут кăвайчĕ
Çав-çавах ман сан çинчен тутлă тĕлĕк курасчĕ