Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Йăл кулап»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Эп хальччен пулса курманччё тинĕс хĕрринче. Тĕлĕнтермĕш юмахри пек туйăнать кунта тĕнче. Çарамас çÿреççĕ тейĕн йăрăс пÿллĕ пикесем. Вĕсемпе калаçнăçемĕн кăлт! та кăлт! тапать ман чĕрем. Епле сана чĕнеççĕ: Натали, Верук е Кĕтерук. Утатăн çаврăнса пăхмасăр, пĕр хурав та çук. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар. Хушса юрламалли: Тащла эс чу! Ташла эс ча! Ташла эс чучача! Чучача! Хумсене чăматăп хирĕç. Шухă эп чунпа. Ăмăртса шывра ишетĕп çăткăн шур акулăпа. Йăл кулать хĕвел йăвашшăн янкăр çÿллĕ тÿпере. Хĕрсенчен куçа илеймĕн, пĕринчен тепри, ай, хитре! Эп тăхăнатăп тĕксĕм куçлăх, эп – хавас та чăнкă яш. Чечек пек хÿхĕмскерĕм, эсĕ манпала паллаш. Ан васка, сар чиперккеçĕм, аякка манран ан тар. Ывăнмасăр чучача пĕрле ташлар.
  • Кĕтетĕн çумăр айĕнче эс мана. Çилĕ вĕрет, çиçĕм çиçет темшĕн паян. Анчах эп килтĕм сан патна, сан патна. Тĕлĕкĕм ман, ĕмĕтĕм ман, шанăçăм ман. Хушса юрламалли: Тинех эп килтĕм, савнă çывăх хĕр ача. Сана курсан питех хумханчĕ яш чĕре. Илемлĕ куçусем ыйтаççĕ вăтанса Манпа кăна пĕрле пулма çак тĕнчере. Пире текех çĕн уйрăлу кирлĕ мар. Ик сукмака пĕрлештерсе пурнăç тăвар. Эс – юмахри чăн Пирĕшти, чун савни! Ан ютшăнсам, ан пăрăнсам. Эс – Тур çырни. Хушса юрламалли: Тĕнче касса çурерĕм эп аякра. Пур пĕр сана эпĕ манма, çук, шутламан. Чăнах та килтĕм сан патна, сан патна. Тунсăхăм ман, шухăшăм ман, савнăçăм ман.
  • 1)Çамрăк хурăн çул çипе çил ачийĕ вылясшăн Эс мана чипер пике вăтанмасăр суясшăн Вăйă-ташă картине тепринпе ав утатăн Лекнĕ çем ун ытамне эс пуçна çухататăн Татнă сарă чечекне каялла чĕртеймĕн Иртнĕ кунăн илемне кĕмĕлпе илеймĕн Тен савмашкăн ман чĕре çепĕççĕн пĕлмерĕ Пĕрлештермĕ тек пире юрату кĕперĕ 2)Чунăмри сурансене эс нихçан ăнланаймăн Вăхăт сиплĕ вĕсене халь вара ним тăваймăн Йăлкăшаймĕ çĕнĕрен туйăмсен çут кăвайчĕ Çав-çавах ман сан çинчен тутлă тĕлĕк курасчĕ