Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «1000 çул кӗтнӗ юрату»
исполнителя Алексей Московский.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Текст песни не найден. Добавить?
Мы платим за добавление текста. Вам нужно авторизоваться, чтобы мы смогли вам заплатить
Отмена

Другие песни исполнителя:

  • Ялсенче мана çук хирĕç тăракан. Эп камне тăнлать халь пĕтĕм шăпăрлан. Маншăн хатĕр пикесем шыва чăмма. Эсĕ çеç тиркетĕн шухă чунăма. Хисеплеç мана хăюллă пулнăран. Именмешкĕн эп пачах та хăнăхман. Сăпса евĕр çыпăçатăп сан çумна. Çавăншăн тивет-çке çупкă туянма. Хушса юрламалли: Чи хитре хĕрсем пĕлмеççĕ уйрăлма манран. Ăсатса хăшне ярам-ши кĕçĕр улахран? Эс паян ĕнерхинчен те илĕртÿллĕрех. Çул памасăр кÿрентерĕп эп сана каллех. Эс – кĕске кĕпеллĕ капăр пукане. Сан лекес килет асамлăх тĕнчине. Эс, ас ту, кĕтсе илеймĕн ĕмĕрне Шурă урхамахлă чаплă савнине. Эс мана, сатур качча, кăшт хĕрхенсем. Кăлт! тапать санпа чухне вĕри чĕрем. Чиперуксене эп маннă тахçанах, Ма тесен шăпа çырни пĕрре анчах.
  • Чун савниçĕм, пăхсам ман çине. Кăшт туйсам ман чĕре çуннине. Вăтанса ан тартсам эс куçна, Кăтартсам çепĕç йăл куллуна. Хушса юрламалли: Маншăн эс çăлтăртан çутăрах. Маншăн эс хĕвелтен ăшăрах. Маншăн эс чечекрен черченрех. Маншăн эс пуринчен хитререх. Çеçке çурнă садра шур сирень, Шăратать шăпчăк юрă хитрен. Эп пĕлетĕп: эс ман Тур çырни, Çутă ĕмĕтĕмри чун савни.