Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Тăван ял»
исполнителя Александр Васильев.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Пĕр килсессĕн вара, çăмăл мар уйрăлма
Çитес çул йыхравлать инçетрен.

Х.ю.:
Çурхи кайăк та шурă акăш мар
Ма вĕçетпĕр эпир аякка
Халь ман чуншăн та пахи тус-тăван
Тăван ялăм санпа тĕл пулсан

Авалхи йăлапа, улах ларăттăм эп
Çĕмĕрт куçлă хĕрпе юнашар
Юррисем те çавах, ташшине кĕвĕлеп
Анчах тантăш хĕрсен юрри мар

Х.ю.:

Эп килетĕп, каятăп тăван вырăна
Шутлă вăхăт иртет кунсерен
Чун-чĕре кĕввипе ман юрлассăм килет
Тăван ял, тăван ен сан çинчен.