Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Шупашкар»
исполнителя Сывлăм Алешĕ.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

.Илемлӗ ман хула
Ӳсет,чечекленет
Кашни ҫултан ҫула
Татах хитреленет
Таса урамӗсем
Сӑпай,ырӑ ҫынсем
Ку пирӗн тӗп хула
Ку манӑн Чӑваш ен
Припев
Шурӑ-шурӑ-шурӑ Шупашкарӑм
Эпĕ сана питĕ хытă юратрӑм
Атӑл хӗррипе утма-чупма пит çăмăл
Ҫакӑнта ман пурăнас пит пысăк кăмăл
Шурӑ-шурӑ-шурӑ Шупашкарӑм
Эпĕ сана питĕ хытă юратрӑм
ку Чи сӑваплă вырӑн чӑвашсемшĕн
Килсе курсам часрах ентешӗм
2.Тирпейлӗ ман хула
Чуна илем кӳрет
Тухсан инҫе ҫула
Часрах килес килет
Капмар шурӑ ҫуртсем
Хӑпараҫ ҫулсерен
Ку манӑн тӗп хула
Ку манӑн Чӑваш ен
Припев
3.Сӑваплӑ ман хула
Чӑваш ҫыннин чӗри
Чун-чӗререн калап
Тек ҫук санран хитри
Кунта ӗмӗр иртет
Кунтах пурнас килет
Ӗҫчен чӑваш пулма
Мана пит килӗшет

Речитатив
Пур чӑвашсемшӗн Мекка пек
Кунта килсе курас килет
Тӗрленӗ Шупӑр тӑхӑнса
Урам тӑрӑх утас килет
Шурӑ-шурӑ-шурӑ Шупашкар
Тӑван чӗлхене манар мар
Нумай-нумай кирлĕ ӗҫ туса
Ыр ят хамăртан хӑварар
Шурӑ-шурӑ-шурӑ Шупашкар
Тăван хуламăра упрар
Сыв пултӑр ӗмӗр-ӗмӗрне
Турă сывлӑх пар чӑваш халăхне

Другие песни исполнителя:

  • ВĔСЕМ КАЛАÇÇĔ см.Ирина Степанова Вĕсем калаççĕ: эп - ухмах, Эп пурăнма пĕлмес иккен. Мана пĕрех! Мана çавах! Эп çул хывап çăлтăрсенчен. Алла вĕрентрĕм уйăха: Вăл ман валли тÿпе тĕрлет. Хам пĕлнĕ пек, чун ыйтнă пек - Вĕçес килет, пурнас килет! ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Вĕсем калаççĕ - эп илтмес. Вĕсем калаççĕ - эп утап. Вĕсем калаççĕ - эп вара Хам пĕлнĕ пек ялан пурнап! Вĕсем калаççĕ - эп илтмес. Вĕсем калаççĕ - эп вĕçеп. Вĕсем калаççĕ - эп вара, Эп кайăкла тÿпе виçеп! Вĕсем калаççĕ: эп - айван, Сулатăп килĕшсе пуçа! Мана пĕрех! Мана аван! Эп пурăнап хам пурнăçа. Эп çунтаратăп кĕперсем, Таврăнас çук унта пĕрех. Ачаш та çепĕç туйăмсем Халь пĕр пусран та йÿнĕрех. Вĕсем калаççĕ: тăм пăшал, Кулатăп эп пăхса куçран! Мана пĕрех! Мана - çавах. Ку вăйă ман, йĕрки те ман. Шыратăп чăнлăх ултавра, Ниме те пурнăç вĕрентмест. Çапах та кайăкла вĕçме Ман темшĕн пăрахас килмест