Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «ВĔСЕМ КАЛАÇÇĔ»
исполнителя Сывлăм Алешĕ.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

ВĔСЕМ КАЛАÇÇĔ см.Ирина Степанова

Вĕсем калаççĕ: эп - ухмах,
Эп пурăнма пĕлмес иккен.
Мана пĕрех! Мана çавах!
Эп çул хывап çăлтăрсенчен.
Алла вĕрентрĕм уйăха:
Вăл ман валли тÿпе тĕрлет.
Хам пĕлнĕ пек, чун ыйтнă пек -
Вĕçес килет, пурнас килет!

ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Вĕсем калаççĕ - эп илтмес.
Вĕсем калаççĕ - эп утап.
Вĕсем калаççĕ - эп вара
Хам пĕлнĕ пек ялан пурнап!
Вĕсем калаççĕ - эп илтмес.
Вĕсем калаççĕ - эп вĕçеп.
Вĕсем калаççĕ - эп вара,
Эп кайăкла тÿпе виçеп!

Вĕсем калаççĕ: эп - айван,
Сулатăп килĕшсе пуçа!
Мана пĕрех! Мана аван!
Эп пурăнап хам пурнăçа.
Эп çунтаратăп кĕперсем,
Таврăнас çук унта пĕрех.
Ачаш та çепĕç туйăмсем
Халь пĕр пусран та йÿнĕрех.

Вĕсем калаççĕ: тăм пăшал,
Кулатăп эп пăхса куçран!
Мана пĕрех! Мана - çавах.
Ку вăйă ман, йĕрки те ман.
Шыратăп чăнлăх ултавра,
Ниме те пурнăç вĕрентмест.
Çапах та кайăкла вĕçме
Ман темшĕн пăрахас килмест

Другие песни исполнителя:

  • Утмӑл турат 1.Утмӑл турат ҫеҫки пухрӑм-- Ытам тулли чечексем. Савнӑ тусӑм, кӗтме тухрӑм, Эс часрах, часрах килсем. Хушса юрламалли: Кӑвак куҫлӑ пирӗштийӗм, Утмӑл турат— куҫунта. Ӗмӗр манайми савниҫӗм, Тунсӑхлатӑп, кил кунта! 2. Ҫӑлтӑрсем ҫула ҫутатӗҫ, Эсӗ хӑв та ҫӑлтӑр пек. Шӑпчӑксем юрра шӑратӗҫ, Сансӑр пурӑнаймӑп тек. 3. Тӗл пулу саманчӗ ҫитӗ, Парнелетӗп чечексем. Утмӑл туратсен пуххийӗ-- Куҫу тӗслӗ ҫеҫкесем. Алина Николаева, Шупашкар районӗ, Чӑрӑшкасси ялӗ.
  • Ан кай см.Ирина Степанова Ве́лер мана, су́ у́те́ме Эс че́ре́лле. Хе́не мана, ман че́реме Эс ан шелле. Пе́р пуспала сут ман чуна Эс шуйттана. Ан кай ка́на, ан кай ка́на, Ан кай ка́на. ХЮ: Ан кай кăна, ан кай - эсе́ кайсан Сар кайа́к мане́ юррине. Хунар пек су́не́ сар хе́вел, Каç се́ме́ çапе́ ту́пене... Ан кай кана, ан кай - эсе́ кайсан Шур уйа́х путе́ шурла́ха. Мана эс а́нса́ртран мансан Ту́рех эп юла́п та́ла́ха ... Путар мана, тапта мана Эс çе́рпе тан. Аркат мана, те́к ава́ра Эс çыранран. Çунтар мана, пер ка́вайта, Ил тытка́на. Ан кай ка́на, ан кай ка́на, Ан кай ка́на. ХЮ: Ан кай, ан кай - эсе́ кайсан Сар ле́пе́ш мане́ ташшине. Ан кай, ан кай - эсе́ кайсан Ытама килме́ çуркунне. Ан кай, ан кай - эсе́ кайсан Куççульпе çăвăнĕ ту́пе...