Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Пурнӑç лайӑх иç»
исполнителя ЯлАр ушкăн.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

1.Пурнӑҫ пурнӑҫ урапи
Тӑрӑс-тӑрӑс сиккелет
Санкци-манкци Запӑдран
Мӑйракипе секкелет
Ши ши ши вара
Эпӗ ларап пулӑра
Ик айки те тӑвайки
Пулӑ кӗтер пысӑки

2.Шӑпӑр-шӑпӑр шӑпӑрлан
Интернет в сети ялан
Гугл-мугл пулмасан
Ухмаха тӑрса юлан
Ши ши ши вара
Эпӗ ларап пулӑра
Ик айки те тӑвайки
Пулӑ кӗтӗр пысӑки
Припев: Пурнӑҫ лайӑх иҫ – 4 р.

3. Чӑваш мӗнле пурӑнать-ши
Мӗскер ҫисе ӗҫлет ши?
Улма, ҫӑкӑр, купӑста
Пенси укҫи вӑхӑтра
Ши ши ши вара
Эпӗ ларап пулӑра
Ик айкки те тӑвайкки
Пулӑ кӗтер пысӑки

Припев: Пурнӑҫ лайӑх иҫ – 4 р.

4.Ылтӑн пулӑ вӑлтара
Укҫа миххи аллӑра
Фартануло ухмаха
Тӗлӗнмелле юмахра
Ши ши ши вара
Эпӗ ларап пулӑра
Ик айки те тӑвайки
Пулӑ кӗтер пысӑк

Другие песни исполнителя:

  • Утӑм хыҫҫӑн утӑм Çывӑхра – ҫырма Чӑмӑпӑр та кутӑн Выртӑпӑр канса Пухӑпӑр тип вутӑ Чĕртĕпĕр кӑвайт Пултӑр пурнӑҫ çутӑ Пултӑр веҫем кайф Мӗнле пурнан Тесе ыйтсан Эс кала: Супер, супер гуд Пурăнатпăр супер гуд! Ăшăнсан, кансассӑн Мухмӑр сирелсĕн Тытӑнар пĕр саслӑн Ре-во-лю-цие Ялавсем ҫĕлесчĕ Ҫĕтӗк йĕмсенчен Хӑраса чĕтретчĕр Ка-пи-та-лист-сем
  • Анлă Атăл хĕрринче ларать мăнаçлăн Чăн чăваш юратакан шап шурă хула Ял ачисене чăмăртать вăл хăватлăн Авалхи йăласене пыраççĕ тытса chorus У-у-у, Шупашкар Шу-у-пашкар, Ялар У-у-у, Шупашкар Шупашкар, Ялар verse Тар хакне пĕлет чăваш-ĕçлет вăл вăйлăн Уçлăха вĕçтерче харсăр ывăлне Уява чĕнет тус-тăванне сăпайлăн Хăнана сăйлать лартса кĕрекене chorus У-у-у, Шупашкар Шу-у-пашкар, Ялар У-у-у, Шупашкар Шупашкар, Ялар verse Юрату юрри чунра янрать илемлĕн Ҫамрăксем ӱсеççĕ çунатсене сарса Шурă Шупашкар эс чечеклен хĕвеллен Пурăнма пурне те вăй-хăват парса chorus У-у-у, Шупашкар Шу-у-пашкар, Ялар У-у-у, Шупашкар Шупашкар, рок-н-ролл chorus У-у-у, Шупашкар Шу-у-пашкар, Ялар У-у-у, Шупашкар Шупашкар, Ялар