Анлă Атăл хĕрринче ларать мăнаçлăн
Чăн чăваш юратакан шап шурă хула
Ял ачисене чăмăртать вăл хăватлăн
Авалхи йăласене пыраççĕ тытса
chorus
У-у-у, Шупашкар
Шу-у-пашкар, Ялар
У-у-у, Шупашкар
Шупашкар, Ялар
verse
Тар хакне пĕлет чăваш-ĕçлет вăл вăйлăн
Уçлăха вĕçтерче харсăр ывăлне
Уява чĕнет тус-тăванне сăпайлăн
Хăнана сăйлать лартса кĕрекене
chorus
У-у-у, Шупашкар
Шу-у-пашкар, Ялар
У-у-у, Шупашкар
Шупашкар, Ялар
verse
Юрату юрри чунра янрать илемлĕн
Ҫамрăксем ӱсеççĕ çунатсене сарса
Шурă Шупашкар эс чечеклен хĕвеллен
Пурăнма пурне те вăй-хăват парса
chorus
У-у-у, Шупашкар
Шу-у-пашкар, Ялар
У-у-у, Шупашкар
Шупашкар, рок-н-ролл
chorus
У-у-у, Шупашкар
Шу-у-пашкар, Ялар
У-у-у, Шупашкар
Шупашкар, Ялар