Тус юлташпа пухăнсан савнă тăвана курсан
Чун тÿрех ярать ташша мĕн кирлĕ-ха чăваша
Пултăр мăшăр юнашар,ÿсччĕр ачасем патвар
Телей килтĕрех киле укçа миххипе пĕрле
Тус-тăван нумай пулсан чăннипе те эс пуян
Тăванпа чух ĕç вĕрет ури хăй ташша чĕнет
Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан
Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма
Тус-тăванпала пĕрле сар хĕвел шаккать киле
Тăван кăмăлĕ хитре çу пек ирĕлет чĕре
Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан
Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма
Тĕнче ташлать чу-ча-ча кÿт сикет чĕтрет мача
Сальса танго астарать румба та аташтарать
...... ташлаçĕ пĕрисем ...... çавраççĕ теприсем
Пирĕншĕн вара çавах чăваш ташши лайăхрах
Эх ташла ташла тăван чун чĕре ыйтать пулсан
Ирĕке яр туйăма пур сăлтавĕ савăнма