Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Щумар»
исполнителя Диана.
Скачать или слушать онлайн

00:00/00:00

Текст песни:

ÇУМĂР
Çĕр çине çил пурăнма килнĕ,
Юратма, савăнмашкăн килнĕ.
Пĕр ĕмĕр Турри пире панă,
Тивĕçлĕ ирттерме каланă.
Пĕр-пĕрне ăнланса туслă пурăнасчĕ,
Юрататпăр пулсан хыттăн юратасчĕ,
Çурт туса йăхсене малалла тăсасчĕ,
Пурнăçа ырлăхпа анчах çавăрасчĕ.

Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр.
Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр.
Чечек пек типеп эс çук чух çумра.
Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп,
Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм.
Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра.

Кун-çулсем пирĕн улшăнаççĕ,
Юратсан çынсем ырăланаççĕ.
Пирĕн те туслăх хуçаланĕ,
Çĕр çинче юмах пек пурнăç пуçланĕ.
Чĕрене пирĕнне юратмашкăн тунă,
Чунсене çынсене савăнмашкăн панă.
Юратса çĕр çинче юратмашкăн çăмăл,
Пĕр-пĕрин хушшинче ан пултăр çил-тăвăл.

Çумăр, çумăр, эс ăшă çумăр.
Çутăр, çутăр, маншăн вăл пултăр.
Чечек пек типеп эс çук чух çумра.
Эпĕ саншăн каçпа çут пулăп,
Эсĕ маншăн хĕрÿллĕ çулăм.
Юрату ĕмĕтре мар, вăл пурнăçра.

Другие песни исполнителя:

  • Кашни кун эс кантăк умĕнче Кашни кун кĕтетĕн эс ăна Куç илмесер пăхатăн ун çине Анчах пĕлсем — эс кирлĕ мар ăна! Вĕçсе кай, юрату! Вĕçсе кай! Кайăк пек тÿпере çаврăнса Манса кай эс ăна! Манса кай! Пурпĕр пулĕ вăл урăх санпа Паян каллех ак çумăр айĕнче Шанатăн, сан çине вăл пăхса Урăхипе вăл сиве иртсе кайĕ Юри сан умăнта йăл-йăл кулса хушма çаврăм (припев 2 раза) Ах, мĕншен пурнăçра çапла пулать?! Эс юратсан, вăл юратмасть сана Ах, мĕншен чĕрене хушма пулмасть?! Йе юратма, Йе юратма чарма хушма çаврăм (припев 2 раза)