Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Тавах сире атте, анне»
исполнителя Алексей Шадриков.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Алексей Шадриков Тавах сире, атте-анне

Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ача чухне
Юрла-юрла сиктернине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2

Тавах сире, атте-анне
Эсир пире ăс панине,
Тĕлейле çул пиленине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2

Тавах сире, атте-анне
Эсир пире вĕрентнине,
Ыр кăмалпа ăшăтнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2

Тавах сире, атте-анне
Эсир пире сыхланине,
Чун-чĕререн юратнине
Эпир манмастпăр ĕмĕрне х2

Другие песни исполнителя:

  • Эсĕ манăн пикеçĕм, Хура куçлă чĕкеçĕм. Чĕререн эп юратрăм, Канăçа йăлт çухатрăм. Юлташсем ăмсанаççĕ, Пире вăрттăн сăнаççĕ. Анчах эсĕ пĕр манăн, Манпа çеç эс пулатăн. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Ман пата эс килсемччĕ, Ыталаса илсемччĕ. ... Мана патăн ĕненсемччĕ. Каçсерен ăсататăп, Ашшăн çеç чуптăватăп. Эс мана юратнине, Чĕрепе эп туятăп. Припев: Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Эп пĕлетĕп, чун савни, Эсĕ манăн Тур çырни. Саншăн темĕн те тăвап, Чунăма сутса ярап. Юн вĕретĕр чĕрере Эс пулсан манпа пĕрле. Улăхри чечек евĕр, Чунăма тыткăнлатăн. Ăшшăн-ăшшăн кулсассăн, Пуçăма çавăратăн. Тÿпери çăлтăрсем те, Пирĕнпе киленеççĕ. Пĕр-пĕрне нихăçан та, Ан пăрахăр тееççĕ
  • укăлча умĕнче, шурă хурăн щинче сарă кайăк юрлать юррине, укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине. укăлча умĕнчи ăшă çил хумĕнче пăлханса эп кĕтем савнине. сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне шăнкăр шыв çемьипе пĕр пулса, савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам. савнă тусăм тухсан шурă хурăн умне сарă кайăк юрри пек юхсам. çума-çум ÿсекен икĕ хурăн пекех ман ларасче санпа юнашар, йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар. йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех шăранать чĕрери шĕл-кăвар. укăлча умĕнче шурă хурăн щинче çепеç кайăк юрлать юррине, кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене. кил, савниçем, сана ăшă çил хумĕнче парнелем эпĕ хам чĕрене.