Татарский переводчик Азербайджанские песни Узбекские песни

Песня «Çуралнă кун»
исполнителя Виктория Захарова.
Скачать или слушать онлайн

Текст песни:

Йăл-йăл кулать сар уйăх тÿпере.
Сĕрлет хăна-вĕрле кĕрекере.
Паян шăпах та сан çуралнă кун.
Чăтса тăраймĕ савăнмасăр чун.

Телейлĕ эсĕ , чăн та, пуринчен.
Куçа илеймĕн сăн-питÿ çинчен.
Ĕçсем пирки пачах ан шухăшла.
Эс шÿтлесе ирччен юрла-ташла.

Припев:
Кĕçĕр уявра мĕншĕн шăп ларас.
Кăмăлсем пурин те халь хавас.
Купăс кĕввипе такмаксем калас.
Инçете ян! кайтăр кĕмĕл сас!
Эс хĕрÿ салам йышăн пирĕнтен.
Ăш сăмах вăл хаклă мерчентен.
Анлă тинĕсре пур миçе тумлам,
Çавăн чухлĕ çул эс пурăнсам.

Шел, вăхăт ыткăнать малтан мала.
Çавах юласчĕ çамрăк чунпала.
Куллен туясчĕ пурнăç илемне.
Хисеп кăна тăвасчĕ пĕр-пĕрне.

Сана сунатпăр çутă ăраскал,
Çăл куç таппи пек иксĕлми вăй-хал.
Тус-тăванран ан татăл ĕмĕрне.
Çак юрă пултăр сан валли парне.

Другие песни исполнителя:

  • Атте йĕвен панă пулсан Лашапа килеттĕмĕр. Атте йĕвен памарĕ, Лашасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Пичче така панă пулсан Шăрттанпа килеттĕмĕр. Пичче така памарĕ, Шăрттансăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Инке хăмла панă пулсан Сăрапа килеттĕмĕр. Инке хăмла памарĕ, Сăрасăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Анне ĕне панă пулсан Чăкăтпа килеттĕмĕр. Анне ĕне памарĕ, Чăкăтсăрах килтĕмĕр. Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче. Юрлаяпи юрлаймастпи Юр пуçласа парам-ха. Ташлаяпи ташлаймастпи Таш пуçласа парам-ха Вăрманта çырлара, Пир кунта хăнара. Çич ют çынни патăнче мар. Хамăр тăван патĕнче.